Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хăрушлăхĕ пысăк

Хăрушлăхĕ пысăк

Çемье ача сассипе телейлĕ те илемлĕ. Пĕрремĕш ача çут тĕнчене килессе уйрăмах савăнса кĕтетпĕр. Иккĕмĕш е ун хыççăнхисем юлсан вара чылай хĕрарăм ача пăрахма шут тытать. Мĕнпе айăплă пулчĕ-ши çак çут тĕнчене килме хатĕрленнĕ чун?

Сăлтавĕ тĕрлĕрен: маларах çуралнă ача çамрăк, укçа-тенкĕ çитмест, çемьере ачасем çителĕклĕ, канлĕ пурăнас килет… Чылай чухне арçын та çак ыйтăва татса парассине мăшăрне анчах шанать, пулас ача шăпишĕн хĕрарăм анчах яваплă пек туять. Асăннă сăлтавсене пулах ача çут тĕнчене килеймест. Çакă вара хĕрарăма, унăн сывлăхне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкерме те пултарать. Организмшăн хăйне кура стресс пулса тăрать çак пулăм. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан автобуса е поезда тăрук чарнă, вĕсенчи пассажирсем сиен тÿснĕ тĕслĕхпе танлаштараççĕ аборт тунине, хĕрарăмăн шалти органĕсене. Çие юлнă хĕрарăмăн организмĕнче темиçе уйăхра пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, çавăнпа та ача пăрахсан унăн кашни клетки тата органĕ сиенленет /шалти органĕсем шыçса пÿрленме пултараççĕ/, сывлăхĕ вăрах вăхăтлăха хавшаса юлать.

Аборт тăвасси çăмăл операци мар, вăл вăхăтра амалăх та сиенленме пултарнине асра тытмалла. Çакăн хыççăн урăх çие юлмасса та пултарать, е шыçă чирĕсем аталанас хăрушлăх пысăк. Тепĕр хăрушлăх – амалăх аманнăран тепĕр ача унпа çыхăнтаракан трубкăра аталанма пултарни. Ку тĕслĕхре каллех операци тумалла, унсăрăн хĕрарăм пурнăçран уйрăласси те инçе мар.

Хальхи вăхăтра çие юласран сыхланмалли меслетсем сахал мар. Кашни хĕрарăмăн тухтăр гинекологпа канашламалла. Нумай ачаллă, ăш-чик тĕлĕшĕнчен чирлĕ, сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакан хĕрарăмсене çие юласран сыхланас тĕллевпе тÿлевсĕрех пулăшу паратпăр. Нумаях пулмасть районти тĕп больницăна çĕнĕ аппаратпа тивĕçтерчĕç. Енчен те хĕрарăмăн уйăх хушши тытăнса тăрасси 20 кунран ытла мар пулсан, çăмăллăн аборт тума май парать çак аппарат. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен тĕп больницăри гинеколог тухтăр патне пыма ыйтатпăр.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Çие юласран сыхланмалли меслетсемпе тĕрĕс усă курсан, тухтăр канашне итлесен, пулас ачан шăпи пирки мăшăрсем иккĕшĕ пĕрле канашласан çемьесенче кирлĕ тата кĕтнĕ ачасем анчах çуралĕç, ача пăрахакансен шучĕ чакĕ. Хĕрарăм пурнăçĕпе сывлăхĕ, çемьери телей арçын мăшăрне упранинчен те, çемьери килĕшÿрен те килнине асра тытар.

А.ПУПИНА,
районти тĕп больницăри гинеколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code