3-мĕш призер
«Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче юниорсен «Ылтăн шайба» турнирăн республикăри çурма финалĕпе финалĕ иртнĕ.
Сезонри юлашки вăйăсене тĕп хулари «Спартак», «Скала», Муркаш районĕнчи «Волжские ястребы» тата «Елчĕк» командăсем хутшăнма тивĕçнĕ. Тỹрех калас пулать, хулари ачасен çулталăк тăршшĕпе хоккейла выляма услови пурри вĕсен ăсталăхĕнче те курăннă. «Спартак» команда пирĕн ентешсене, «Скала» Муркашсене çĕнтернĕ. Елчĕксем вара, «Волжские ястребы» ят хăватлă илтĕнет пулин те, вăл командăна 5:2 шутпа парăнтарнă. Çапла майпа турнирăн 3-мĕш призерĕ пулса тăнă.
Сăмах май: Лаш Таяпара Александр Муллина асăнса черетлĕ хоккей турнирĕ пулнă. Площадка хуçисем çĕнтернĕ.
ГТОра хастар
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта 2021 çулхи виççĕмĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе ГТО нормисене пурнăçланă ачасене чысланă.
Шкул директорĕ Николай Волков Мария Яковлевăпа Стас Вастулова ылтăн, Андрей Кантеевпа Диана Молоствовăна кĕмĕл паллăсене тата çакна çирĕплетекен удостоверенисене панă.
Шкул администрацийĕ коллектива ГТО мероприятийĕсене явăçтарас тĕлĕшпе районта хальлĕхе 2-мĕш вырăнта. Март уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ çулăн юлашки кварталĕнче нормативсене тултарнисене сумлăн палăртĕç.
Спортсмен парни
Патреккелĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Константин Миллин ыр кăмăллăх утăмĕ тунă.
Уйрăм предприниматель Сергей Александров тренер ертсе пыракан Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тренировкăсем ирттерме манекен парнеленĕ.
Мини-футбол вăййинче
«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче 2010 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ачасем хушшинчи турнирта 5 команда вăй виçнĕ.
Елчĕкри вăтам шкулăн икĕ команди те сумлăха тивĕçнĕ — 1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче. Курнавăшсем 2-мĕш вырăна тухнă. Уйрăм футболистсенчен ятарлă парнесене Давид Павлов (Курнавăш), Антон Айметов, Давид Портнов, Антон Никонов (Елчĕк) тивĕçнĕ.