Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ахаль ирттермен пурнăç

Ахаль ирттермен пурнăç

Районта пурăнакан вуншар çын район хаçатĕнче тĕрлĕ материал пичетлесе хăйĕн пултарулăхне халăх умне кăларать, шухăш-кăмăлне вĕсемпе пĕрле пайлать. Хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсен шăпипе кăсăкланнă май, уйрăмах Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен çĕнтерỹпе таврăннă ялкорсен ăрăвĕ питĕ тухăçлă ĕçлени палăрать. Хăйсен тĕп ĕçĕнче пултаруллă специалистсем пулнă вăхăтрах вĕсем «Колхоз ялавне» («Елчĕк ене») тăтăшах çырса тăнă.

Кỹлпуçĕнче çуралса ỹснĕ Олимпий Сазонов (1925-2019) хăйĕн пурнăçĕн тăршшĕпех район хаçачĕн тимлĕ вулаканĕ те, хастар çыраканĕ те пулнă. 1939 çулта пичетленнĕ пĕрремĕш заметкинче вăл колхозра тыр-пул пухса кĕртессинче ача-пăча та тăрăшса ĕçленине çырса кăтартнă. Ун хыççăн 80 çул, хăй мĕн çĕре кĕричченех, район хаçатĕнчен уйрăлман.

О.Сазонов Патăрьелĕнчи педтехникумран вĕренсе тухсан 1943 çулхи август уйăхĕнче хăй çичĕ çул вĕреннĕ Хăвăлçырмари шкулта учительте ĕçлеме пуçлать.

Шкулта кадрсем çитмен. Арçын-учительсем вăрçа тухса кайнă. Çавна май кĕçĕн классен учительне, анлă тавракурăмлăхне шута илсе, историпе географи предмечĕсене ертсе пыма та шанаççĕ. Анчах 3 уйăх кăна ĕçлеме пỹрнĕ ăна, ноябрь уйăхĕнче 18 çул тултарнăскере тепĕр куннех повестка параççĕ. Çулталăк маларах вăл «Тĕп пултăр тăшман» сăввинче çапла çырнă:

Ыран мана çĕршыв чĕнсессĕн
Хаяр çапăçăва тухма,
Эп хатĕр хĕç-пăшал тытма,
Эп патриот мĕншĕн тесессĕн…

Олимпий Алексеевич радиотелеграфист специальноçне алла илнĕ хыççăн вăрçă вĕçленичченех Прибалтика фрончĕн 29 стрелковăй дивизийĕнче радиостанци начальникĕ пулнă. Тивĕçне яланах чыслăн та вăхăтра пурнăçланă çамрăк офицер. Нумай чухне алла винтовка тытса тăшмана хирĕç атакăна çĕкленнĕ. Кăмрăкланнă хуласемпе ялсемшĕн, тăлăха юлнă ачасемшĕн тăшмана хаяррăн тавăрнă вăл.

Çĕнтерỹçĕ-салтак тăван килне 1945 çул вĕçĕнче таврăнать, малтанхи шкултах истори учительне вырнаçать. Шупашкарти пединститутра куçăмсăр майпа вĕреннĕскере районти çут ĕç пайне инспектора, каярах Елчĕкри вăтам шкула директора çирĕплетеççĕ. 1963 çулта Хăвăлçырма шкулне директора куçать, каярахпа — завуч.

Шкулта краеведени музейĕ йĕркелессинче те унăн тỹпи пысăк. Шел, шкул хупăнсан унти экспонатсен тĕлли-палли те юлмарĕ.

О.Сазонов ачасемпе питĕ çывăх пулнă, вĕсене тăтăшах хавхалантарма ăнтăлнă. Чăнах, пултаруллă ачасене пионерсен «Артек» лагерьне те, Хусанти, Ульяновскри, Шупашкарти музейсене курма та илсе кайнă. Тимĕр-тăмăр, хут-хăмăр пухса çĕнтернисене самолетпа ярăнтарма та майне тупнă.

Общество ĕçĕсен хастарĕ 1964 çулта туслăх кĕперĕ йĕркелет: Хăвăлçырма, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел, Тутарстанри Апас районĕнчи Чутей шкулĕсен коллективĕсен тĕл пулăвĕсене ирттерме пуçлаççĕ. Ачасем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ, тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарнă. Уява çулсерен майăн 19-мĕшĕнче ирттернĕ асăннă шкулсенче. Хăвăлçырма шкулĕ хупăничченех татăлман çак туслă çыхăну.

Фронтовик-учительсем обществăлла ĕçсемсĕр те пурăнайман-тăр. Олимпий Алексеевич, акă, ял Совечĕн депутачĕ, колхозри парторганизаци секретарĕн заместителĕ, пропагандист, бригадăри стена хаçачĕн редакторĕ…

О.Сазонов шкулти тата колхозри çĕнĕлĕхсем çинчен хальхи «Хыпар» , «Советская Чувашия», «Елчĕк ен» хаçатсене хыпарласах тăнă. Вулакансем унăн çырăвĕсене тарăн шухăшлă пулнишĕн, ỹсĕмсене мĕнле майпа тунине тĕплĕн паллаштарнишĕн кăмăлланă. Уйрăмах ăна вăрçă ветеранĕсен тата тĕрĕс мар айăпланнă çынсен шăпи канăç паман. Ялкор «Ахальтен иртмерĕ манăн пурнăç» (2002), «Статьясемпе очерксем» (2012) кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ.

Çивĕч калем ăсти хăйĕн материалĕсенче çитменлĕхсене пĕтерме те хистет. «Халăх врачне халăх манмасть» статьяра вăл ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ Иван Михайлович Князев хирург çинчен çырса кăтартнă. 30 çул тĕп больницăра вăй хунă вăрçă ветеранĕ хăйсене тивĕçекен вутта 3-мĕш çул кỹрсе килеймен иккен. Фаина Мироновна мăшăрĕ пуçлăхсем патне чупни те кăлăхах пулнă. Иван Михайлович вырăнпах выртнă, шалкăм çапнăран тухса çỹреймен. «Районти чаплă, ятлă хирург-ветерана, халăхшăн калама çук пысăк ĕç тунă çынна манăçа хăварни пирĕншĕн намăс та, çылăх та. Ку никама та чыс кỹмест».

Çак статья пичетленнĕ хыççăн икĕ эрнерен Князевсене вутă-шанкăпа тивĕçтернĕ хыпар çитет.

Çакнашкал пулăшуллă статьясем унăн сахал мар кун çути курнă райхаçатра. Пичет ĕçне хастар хутшăннăшăн О.Сазонова Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. 1957 çулта вăл РСФСРти, икĕ хутчен республикăри рабкорсен съезчĕсен делегачĕ пулнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, «Хăюлăхшăн» (2 хутчен), «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă. Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи хастарлăхне «РСФСР çут ĕç отличникĕ», «Çут ĕçĕнчи творчествăлла ĕçшĕн» знаксемпе палăртнă.

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code