Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекене — çăмăллăх

Хăй тĕллĕн ĕçлекене — çăмăллăх

Патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлекене пулăшу кỹрет. Çапла майпа малашне Чăваш Енре 234 пин хушма хуçалăх «Самозанятость» программăна хутшăнса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илес ĕçре субсидипе усă курма пултарĕç.

Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн — çăмăллăх кỹнин тата тавар сутнинчен кашни уйăхра 4 процент налук тỹлемелле. Тупăшран тỹлемелли налук автомат йĕркипе, кашни уйăхра 25-мĕш числоран кая юлмасăр тытăнать.

2020 çулта Раççейри пĕчĕк тата вăтам бизнеса, хăй тĕллĕн ĕçлекене пулăшас тĕллевпе саккун йышăннă. Вăл бизнеса финанс тата пурлăх енчен тĕревлессипе çыхăннă. Çав шутра муниципалитет пурлăхне йỹнĕрех хакпа арендăна парасси, çăмăллăх кредичĕпе, субсидипе, бизнеса йĕркелеме, аталантарма грантпа тивĕçтересси тата ытти те. Вĕсем «Манăн бизнес» центрта кредит, налук, бухгалтери учечĕн ыйтăвĕсемпе тỹлевсĕр консультаци илме, ятарлă курссенче пĕлĕве ỹстерме, рынокра уйрăмах кирлĕ профессие алла илме, ăсталăха туптама пултараççĕ.

«Самозанятость» программăна хутшăнас тесен çак ĕçсене туса ирттермелле:

  1. Телефона «Манăн налук» ятарлă приложение вырнаçтармалла. AppStore тата Google Play программăсем урлă тỹлевсĕр усă курма пулать. Çавăн пекех федерацин налук службин веб-версийĕ те пур.
  2. Приложенире регистрациленмелле. Çакна налук службине каймасăрах тума май пур. Хут çырмасăрах, приложение паспорт тата хăвăрăн сăн ỹкерчĕке телефон камерипе ỹкерсе вырнаçтармалла. Çакна налук тỹлекенĕн «кабинетĕнче» те тума пулать. Ун чухне паспорт та кирлĕ мар, ИНН тата пароль (кабинета кĕмелли) пулни çителĕклĕ.
  3. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн налук мĕн чухлĕ тỹлемеллине приложени хăех шутлать. Гражданинăн ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшпа чек йĕркелемелле.
  4. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн — çăмăллăхĕсемпе усă куракан çыннăн электрон почтине е телефонне ыйтса пĕлмелле, приложенире тупăша тата вăл мĕнрен кĕнине кăтартмалла. Сутнă тавар е кỹнĕ çăмăллăх чăнлăхпа тỹр килмелле.
  5. Приложенире налук тỹлекен уйрăм çын е организаци пулнине палăртмалла. Çакă налук ставкине витĕм кỹрет: уйрăм çыншăн вăл — 4 процент, уйрăм предпринимательпе организацишĕн 6 процентпа танлашать. Енчен те тавара уйрăм предпринимателе е организацие сутсан вĕсен ИНН кирлĕ. Чекра палăртнă хисепрен налук тытăнать.

«Самозанятость» программăна хутшăнса субсиди илме пултарни тăкаксене чакарма, тупăша ỹстерме май памалла. Хăй тĕллĕн ĕçлекен çын ку чухне пĕр ĕнешĕн — 5500, икĕ ĕнешĕн — 6500, виççĕ е ытларах пуç ĕнешĕн 7500 тенкĕ (кашниншĕн) илет. Унсăр пуçне, вăл ĕне йышне ỹстерсен выльăх туянма кайнă тăкака республика бюджетĕнчен 70 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ. Ăратлă выльăх туяннине пăхмасăр (вăл 150-190 пин тенке яхăн) патшалăх 70 пин тенкине кăна тавăрса парать. Йỹнĕрех хакпа туянсан укçа сахалрах тивет. Анчах 3 çулта унăн çав ĕнене сутма, кĕтĕве чакарма юрамасть. Кăçалтан уйрăм хушма хуçалăхсен электрон кĕнекине йĕркелеме тытăнмалла. Ăна ветеринари тата ытти служба асăрхаса тăмалла.

Çавăн пекех кăçалтан федераци хыснинчен хушма хуçалăхсене çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илме каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма палăртаççĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх — хăй тĕллĕн ĕçлекенсем ял хуçалăх техники туяннин тăкакĕсене саплаштарма пултарни. Тĕслĕхрен, 90-95 лаша вăйĕллĕ трактор, мини трактор, прицеп оборудованийĕсем туяннăшăн тăкакăн 40 процентне тавăрма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code