Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир мирлĕ пурнăçшăн!

Эпир мирлĕ пурнăçшăн!

Украинăри çар операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсемпе пĕрле пулнине кăтартса шăматкун Елчĕкри ГСВГ (Германири совет çарĕсен ушкăнĕ) ветеранĕсем авточупу йĕркелерĕç.

Чи малтан вĕсем Елчĕкри тĕп лапамра Германире тĕрлĕ çулсенчи службăра тăнă салтаксене халалласа лартнă стела умне пухăннă.

ГСВГ канашĕн вырăнти ертỹçи Николай Павлов асăннă акци çинче уйрăммăн чарăнса тăнă май РФ çарĕсем Донбасри мирлĕ халăха хỹтĕлессипе ирттерекен çар операцийĕ, РФ Президенчĕ тата Правительстви ку енĕпе йышăннă йĕркесем, тĕнчери лару-тăру çинче чарăнса тăнă.

«Z» тата «V» сас паллисемпе паллă тунă машинăсем район центрĕн тĕп урамĕсемпе иртнĕ. Унтан вĕсем Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче пулнă, ялавсене вĕлкĕштерсе çĕршывăн мăнаçлăхне, салтаксен паттăрлăхне, тăванла халăхсен туслăхне çирĕплетнĕ.

(Хамăр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code