Патреккел ялĕнче хор йĕркелесе янăранпа кăçал 100 çул çитет. Халăх хорĕ ята тивĕçлĕ пулнă коллективăн ят-сумне çỹле çĕклекенсенчен пĕри Акчел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Васильевна Ястребова тенĕ пулăттăм эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех.
Мария Ястребова ячĕ Патреккел хорĕпе анчах мар, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ художество пултарулăх коллективĕн кун-çулĕпе те тачă çыхăннă. Мĕншĕн тесен предприятири пултарулăх коллективĕ çав çулсенче хамăр районта анчах мар, унăн тулашĕнче те пысăк концертсем нумай кăтартнă, халăха савăнтарнă.
…1976 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕ. Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн пĕренерен купаланă кивĕ кантурне предприяти пуçлăхĕн çумĕсем, пайсен ертỹçисемпе инженерсем кулленхи ирхи канашлăва пуçтарăннă. Сỹтсе явмалли ыйтусем сахал мар. Пĕринче Венямин Никифорович Краснов управляющи: «Авăнар, савăнар, çĕре кисретсе ташлар!», — тесе пуçларĕ хăй сăмахне. Ун хыççăн вăл пире районти предприяти-организацисенчи пултарулăх коллективĕсем хушшинче смотр-конкурс пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Унта эпир те пысăк коллективпа хутшăнасси пирки çирĕплетсех каларĕ. Хамăрпа кỹршĕллĕ «Сельхозхимин» Лысогорски уйрăмĕнче кадрсен пайĕн ертỹçи пулса ĕçлекен Мария Ястребовăна мĕн сăлтавпа канашлăва чĕннине тинех эпир ăнланса илтĕмĕр. Пирĕн коллективăн февралĕн 23-мĕшĕ — Совет Çарĕпе Тинĕс Çар флочĕн кунĕ тĕлне Елчĕкри культура çуртĕнче концерт кăтартмалла. Канашлу хыççăн унта пухăннисем хăйсен ĕç вырăнĕсене саланчĕç. Анчах Венямин Краснов управлящи мана, Г.И. Флотскипе М.В.Ястребовăна тата С.И.Лавров тĕп инженера юлма ыйтрĕ. Хамăр хушăри çак пĕчĕк канашлура вăл пирĕн çине пăхса: «Эсир, Владимир Николаевич тата Геннадий Иванович, Мария Васильевнăн тĕп пулăшаканĕсем пулатăр. Хăвăра лайăх енчен кăтартсан сирĕн ятпа уйрăм хавхалантару приказĕ те пулма пултарĕ», — терĕ. Çапла пире концерта ертсе пыма суйласа илчĕç. Шỹтлеме юратакан Геннадий Флотский: «С корабля на бал», — тесе хушса хума та ĕлкĕрчĕ.
Икĕ коллективран: «Сельхозтехника» тата «Сельхозхими» предприятисен ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ йĕркеленесси татăклă паллă пулчĕ. «Сирĕн çак коллективсенчи çынсемпе калаçса татăлмалла, вĕсенчен ытларахăшне май пур таран хора явăçтарасси пирки калаçса татăлмалла», — терĕ пире Мария Васильевна.
Çак кунран тытăнса концерта хатĕрленме тытăнтăмăр. Мария Васильевна хора хутшăнакан кашни çынна ала витĕр кăларнă пек çирĕп тĕрĕслерĕ: хăйпе пĕрле юрлаттарчĕ.
Венямин Краснов управляющи пире, çамрăк инженерсене, час-часах каçхине — иккĕмĕш сменăна ĕçлеме хăваратчĕ. Районти тырă выракан комбайнсене шăпах иккĕмĕш сменăна юлнă вăхăтра юсаттăмăр. Çавăн пиркиех юсав мастерскойĕнче каçхи — иккĕмĕш сменăпа ĕçлекен слесарьсен уйрăм бригадине те йĕркеленĕччĕ. Эпир, Г.Флотскипе иксĕмĕр, Мария Васильевна пире тупса паракан тĕрлĕрен кулăшла кĕске калавсемпе сăвăсене каçхи смена вăхăтĕнче пăхмасăр калама вĕренеттĕмĕр. Юсав мастерскойĕнчи пỹлĕмсем пысăк, анлă, сасă лайăх илтĕнет. М.Ястребова вара пирĕншĕн тата тепĕр çирĕп ыйтакан начальник те пулса тăчĕ.
Эсир — концерта ертсе пыракансем, çав вăхăтрах çынсене лару-тăруран хăтаракансем те. Мĕншĕн тесен хорта юрлакансем артистсем мар, хăйсен ĕç вырăнĕсенчен килнĕ çынсем. Çавăнпа вĕсем концерт вăхăтĕнче çухалса кайма е ăнсăртран сцена çинчен пăрахса кайма та пултараççĕ. Сирĕн вара çак пăтăрмахсене куракансем сисиччен сирсе яма пĕлмелле. Пуçран тухса ỹкнĕ сăмаха та кĕсьере шырамалла мар. Пĕр самантрах юрă юрлама та, сăвă е калав каласа пама та хатĕр пулмалла, — тесе вĕрентрĕ.
Юрлакансемпе ташлакансем пĕр-пĕр йăнăш тунине те тỹрех туйса илетчĕ вăл. Тĕрĕссине вара пĕр самантрах хăй кăтартса паратчĕ.Чăннипех, тĕлĕнеттĕмĕр унран, вăй-халĕпе çирĕплĕхĕ, чăтăмлăхĕ ăçтан тухнă унăн? Мĕншĕн тесен ун чухне вăл ытла çамрăках та марччĕ ĕнтĕ.
Владимир МОСКОВСКИЙ,
ĕç ветеранĕ,
Акчел ялĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…