Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтисен йышĕнче

Малтисен йышĕнче

Халăха паракан пулăшăвăн тĕсĕсене çĕнетес тата пахалăхлăрах тăвас, ку енĕпе пысăк тăрăшулăхпа ĕçлекенсене палăртас тĕллевпе çĕршывра 2014 çултанпа «Раççейри чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурс йĕркелеççĕ. Унта çулсеренех çĕршыври 70-е яхăн субъект хутшăнать.

Малтисен йышне кăçал Елчĕкри нумай функциллĕ центр кĕнине палăртма кăмăллă, вăл «Пĕчĕк хуласенчи нумай функциллĕ центрсем» номинацире лауреат ята çĕнсе илнĕ. Конкурс ĕçĕсене хакланă чух нормăпа право актĕнчи чылай критерине тĕпе хурса ĕçленине, çынсен хаклавне, ĕç графикĕ меллĕ тата халăха сĕнекен пулăшусен тĕсĕ анлă пулнине, хушма пулăшусемпе тата сервиссемпе тивĕçлĕ ĕçлеме пултарнине шута илнĕ.

Сăмах май, районта МФЦ хута кайнăранпа кăçал 8 çул çитрĕ. Унта паянхи кун анлă тавра курăмлă 5 специалист тăрăшать, халăх 5 чÿрече урлă тĕрлĕ пулăшу илет. Уçăлнăранпах центра Людмила Викторова ăнăçлă ертсе пырать.

– Çĕнтерÿçĕсене Мускавра РФ Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Херсонцев чысларĕ. Ку çитĕнÿ пирĕншĕн пуçласа мар. Специалистсем республика йĕркелекен конкурссене çулсеренех хастар хутшăнса малти вырăнсене тухса пынине палăртма кăмăллă. Çакă вăл коллектив пĕр тĕвве пухăнса туслă ĕçленинче, – палăртать Людмила Николаевна.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Викторовăна чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code