Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ объектра

Тĕрлĕ объектра

«ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ Елчĕк шкулĕ çывăхĕнчи стадион-площадкăна туса пĕтерес ĕçе те хăй çине илнĕ. Строительсем объекта сентябрь уйăхĕнче хута яма шантараççĕ.

Ĕçĕ вара кунта сахалах мар: футбол уйне асфальт сармалла, 400 метрлă дистанцие чупмалли çулсем çине резина сарăмсем вырнаçтармалла…Кунти ĕçсене Николай Смирнов мастер ертсе пыракан ушкăнри строительсем пурнăçлаççĕ.

«ДПМК «Яльчикское» ОООри тепĕр ушкăн Елчĕк-Курнавăш /2 çухрăм ытла/ çулне асфальт сарнă çĕрте тимлет.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Смирнов мастер, Сергей Синев автогрейдерист, Аркадий Шипцов погрузчика ĕçлеттерекен тата Олег Федотов рабочи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code