Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр кунра — 35 тонна

Пĕр кунра — 35 тонна

Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илỹпе выставка комплексĕнче регионсем хушшинчи «Çĕр улми — 2022» куравра çынсем çĕр улми вăрлăхĕ те туянма пултарнă.

Куравăн пĕрремĕш кунĕнче кăна 35 тонна вăрлăх сутнă. Суту-илĕве хамăр патăмăрти тата ют çĕршывра хатĕрлесе кăларнă «иккĕмĕш çăкăрăн» 26 сортне тăратнă.

Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма вăрлăхлăх тата апат-çимĕçре усă курмалли çĕр улми туса илессипе аталанать, çак ĕçре ыттисене те пулăшать. Курава 5 сорт илсе килнĕ: «гала», «гулливер», «коломба», «метеор», «ред скарлетт». Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕ юлашки вăхăтра «аван» сортпа та ĕçлет. Ăна халăх кăмăлласа йышăннă, хакне пăхмасăрах хăвăрт туянса пĕтернĕ. «Винета», «вымпел», «жуковский ранний», «кураж» сортсем те çынсене кăсăклантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code