Среда, 10 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чун киленĕçне юрă-ташăра туптаççĕ

Чун киленĕçне юрă-ташăра туптаççĕ

Районти, ун тулашĕнчи тĕрлĕ шайри уявсенче Светлана Карамаликова хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илеççĕ. Мĕнле кăна ташăпа савăнтармаççĕ-ха костюмĕсене улăштарсах тăракан чиперуксемпе маттурсем. Куракансем яланах тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ «Вдохновение» ушкăн ташăçисене. Хăшĕсем чăтайманнипе залра ларнă май урисемпе тапăртатса та илеççĕ.

Района çамрăк специалист килсенех концертсем ташă номерĕсемпе илемленнине курса киленме тытăнтăмăр. Çĕнĕ варкăш ăшă çил пек илĕртỹллĕн вĕçсе кĕчĕ, — теççĕ культура тытăмĕнче вăй хунă ветерансем.

Чăннипех те çапла. Патреккел хĕрĕ Светлана Скворцова Çĕрпỹри культура училищинчен вĕренсе тухсанах Елчĕкри культура çуртĕнче методистра ĕçлеме тытăнчĕ. Çулталăкранах ăна искусство шкулне преподавателе куçарчĕç. Кунта вара тата хĕрỹ ĕç пуçланнă çамрăкăн: ташă искусствине вĕренес текен ачасене тупмалла, ашшĕ-амăшĕпе калаçмалла, класа йĕркене кĕртмелле… Малтанах хĕр ачасем йышлăнах çырăннă ун патне. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне ташлама вĕрентес тесе тимлени савăнтарнă çĕнĕ педагога. Вĕсемпе çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Ỹркенменнисем майĕпен-майĕпен ташă илемне туйма, концертсене хутшăнма пуçланă.

Паллах, пурте ташăçă пулаймаççĕ, çапах ташлама пĕлни нихăçан та сиен кỹмĕ. Калăпăр, хĕрсене кĕлеткене пĕлсе тытни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ташăçăн утти те таçтан паллă, илемлĕ утать вăл, кĕлетки илĕртỹллĕ, — тет Светлана Ильинична.

Кашни çулах искусство шкулĕн хореографи класне вĕренме кĕрес текенсем йышлă. Малтанах камăн кăмăлĕ пур — пурне те йышăннă пулсан, халĕ вара тĕрлĕ тĕрĕслев урлă тухсан кăна ушкăна лекеççĕ. Мĕн пытармалли: хусканусем тăвайманнисем, ăс-хакăл, шухăшлав енчен чухăннисем тытăнса тăраймаççĕ. Ташă ĕçе юратманнисем, йывăрлăха çĕнтерейменнисем, наянсем валли мар.

Хальхи вăхăтра 60 ача ăсталăхне туптать С.Карамаликова патĕнче. Тĕрлĕ класра вĕренекенсем район, республика, тĕнче шайĕнчи конкурс-фестивальсене хутшăнаççĕ, çĕнтерỹçĕ, призер пулаççĕ. Вĕсем çĕнсе илнĕ дипломсен шучĕ те çук. Кунта хушма пĕлỹ илекенсем малаллахи пурнăçне çак профессипе çыхăнтарччăр тесе педагог воспитанникĕсене Шупашкарти тĕрлĕ концертсене, ташă премьерисене илсе çỹрет. Акă, виççĕмĕш класрисем Чăваш оперăпа балет театрĕнче «Щелкунчик» опера курнине тăтăшах аса илеççĕ. Хăйсем паллă ташăçăсене курнипе кăна çырлахмаççĕ, çамрăксем те тĕрлĕ шкулсене кайса мастер-классем кăтартаççĕ. Ку чухне хушма пĕлỹ илме çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупни те вырăнлă. Тăтăшах çул çинче, çав вăхăтрах çĕнĕ тум çĕлесси ытларах вĕсен кĕсйинчен килет-çке. Район администрацийĕ праçниксенче тăтăшах илем кỹрекенсене хакласа нумаях пулмасть 120 пин тенкĕ уйăрса панă. Унпа 12 чăваш костюмĕ туяннă.

Хамрăн тăван чĕлхене пĕлмесен, унăн ытарайми юрри-ташшине ачаран хăнăхтармасан мĕн кĕтĕ пире? Ташă тăрăх хамăр тăван кĕтесе мĕнле юратнине кăтартассине тĕпе хуратăп, — тет Светлана Ильинична.

Елчĕкри искусство шкулĕнчи ачасемпе ĕçленисĕр пуçне аслă категориллĕ педагог Аслă Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи хореографра та нумай çул тăрăшрĕ. Иртнĕ çул районти чи лайăх культура ĕçченĕ ят илсе Хисеп хăми çине кĕчĕ. Унăн ачисем ялти культура çурчĕн сцени çинче çеç мар, районта та хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, ун тулашне те тухса çỹреççĕ.

Кăçал Светлана Ильинична Аслă Елчĕкре ĕçлеме пăрахнăран Елчĕк шкулĕнчи кадет класне илнĕ. «Вăхăт çитмест, ерçейместĕп» тесе тăмасть вăл, хăйĕн пултарулăхне пĕр шеллемесĕр ачасемшĕн сапалать. Ĕç опычĕ те пуян, ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Унăн вĕренекенĕ, Полина Кучкова, юратнă педагогĕн профессине суйласа илни те ыт ахальтен мар ĕнтĕ. Çавăн пекех ун патĕнче ташă искусствине туптанă хĕрсем аслă шкулсенче вĕреннĕ вăхăтра та, ун хыççăн та тĕрлĕ конкурссенче палăрнисем сахаллăн мар.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code