Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталанма — хушма укçа-тенкĕ

Аталанма — хушма укçа-тенкĕ

Мартăн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 9 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Елчĕк районĕн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен калакан» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Асăннă йышăнăва улшăнусем кĕртни республика бюджетĕнчен тĕрлĕ сферăна тĕревлеме района хушма укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă.

Тỹрлетỹсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ малтан палăртнинчен 80805,1 пин тенкĕ ỹссе 480235,5 пин тенкĕпе, расхутсен пайĕ 106067,5 пин тенкĕ ỹссе 505612,9 пин тенкĕпе, дефицит 25377,4 пин тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен уйăракан хушма укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи — 80805,1 пин тенкĕ. Республикăран килекен субсидисен пысăк пайне Елчĕк шкулĕн столовăйне тĕпрен юсама уйăрĕç — 48625 пин тенкĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕ вĕрентỹ, культура ĕçченĕсен ĕç укçине ỹстерме, шкулсенче «Ỹсĕм вырăнĕ» центрсем хута яма, «Вырăнти пуçару» проектсене аталантарма, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракансене аталанма тата ытти тĕллевпе расхутланĕ.

Малалла депутатсем Елчĕк районĕнчи бюджет хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан Положение, район бюджетĕнчен уйăракан бюджетсен хушшинчи ытти трансфертсене палăртмалли, шутламалли меслетсен Йĕркине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн 2018 çулхи августăн 8-мĕшĕнчи 28Ỹ4-с номерлĕ «Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнас енĕпе конкурс ирттермелли Положени çинчен», 2016 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнчи 9Ỹ1-с номерлĕ «Елчĕк район администрацийĕнче муниципалитет службин должноçне йышăнма конкурс ирттересси çинчен» Йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç.

Пухура район пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров автомобиль транспорчĕсене тата çул-йĕр хуçалăхне тĕрĕслесе тăрасси пирки калакан Положенин йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем ăна пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕç. Малалла депутатсем Елчĕк районĕнчи Общество канашĕн членĕсене çирĕплетрĕç, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕн Марина Васильеван полномочийĕсене срокчен вĕçлесси çинчен калакан проекта ырларĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Ирина Аникина паллаштарчĕ.

Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code