Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалидсене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче куçман пурлăха регистрацилесси çинчен калакан саккуна пурнăçламалли уйрăмлăхсене тишкернĕ. Малашне нумай функциллĕ центрсем пурлăха кадастр енĕпе шута илессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе вырăна тухса тивĕçтерĕç. Паллах, ку пулăшу тỹлевлĕ пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инвалидсене çак тỹлеврен хăтарнă. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме бюджетран хушма укçа уйăрмалла. Анчах экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, граждансем пулăшушăн тỹлев хывасси ĕçлесе кайсан бюджетăн çак тăкакĕпе çыхăннă статьяна çĕнĕрен тишкерме май пулĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова предприятисенче инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăсен ыйтăвĕпе сăмах илнĕ. Инвалидсене обязательнăй майпа ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Вăл 101-500 çын ĕçлекен организацисенче инвалидсем валли 1 ĕç вырăнĕ, 501 тата ытларах çын вăй хуракан организацисенче 2 ĕç вырăнĕ уйăрмалли квотăсене çирĕплетме сĕннĕ — Правительство çак сĕнỹпе килĕшнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code