Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç ыйтакан программа

Пурнăç ыйтакан программа

Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ тата 2020-2025 çулсенчи регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программин пĕтĕмлетÿ вариантне презентацилесси шăп та шай вĕсем тĕлĕшпе татăклă йышăнусем тунă хыççăн пĕр уйăхран иртрĕç. Анчах та кунпа кăна пĕрпеклĕхсем вĕçленмеççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах та икĕ пысăк мероприяти те пысăк культура учрежденийĕсенче – Оперăпа балет тата К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕсенче – иртрĕç. Çакăн пек вырăнсем суйлани чи малтанах регионта коронавирус эпидемийĕ сарăлнипе те çыхăннăччĕ, мĕншĕн тесен пушă вырăнсем ытларах кирлĕччĕ. Апла пулин те кунта та хăйне евĕрлĕх палăрчĕ, программăна сÿтсе явнă чухне сцена çинчи пурнăçран кая мар чун-хавал хĕрÿлĕхĕ сисĕнчĕ. Енчен те июнь уйăхĕнчи ларура федераци органĕсен представителĕсем видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе усă курса тухса калаçрĕç пулсан, хальхинче залра ларакансем вĕсене чĕррĕн курма пултарчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн докладĕнче çĕнĕ шухăшсем тата сĕнÿсем пулчĕç. Çакă вара никĕс вырăнĕнче шутланакан документа тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă ĕçсем юлашки самантченех пынă, унта Олег Алексеевич тÿрремĕнех хутшăнни те паллă. Сăмахран, цифра технологийĕсене пурнăçа кĕртесси çинчен калаçу пуçарсан Олег Николаев программăн çак пайне тивĕçлипе хатĕрлесе çитерменнине палăртрĕ. «Эпĕ критикăпа килĕшетĕп, – ертсе пыракан пулса палăртрĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. – Цифра технологийĕсемпе çыхăннă пая туса çитеретпĕр».

Халĕ программăн тĕп шăнăрне палăртрăмăр пулсан, унăн пĕлтерĕшне пĕтĕмĕшле хак пама юрать, уйрăмах Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă саманта.

Пĕрремĕшĕнчен, асăннă программа никĕс вырăнĕнче шутланать. Докладра палăртнă пекех, вăл 1400 ытла проекта тата программăсен мероприятийĕсене пĕрлештерсе тăрать. Вăл шутран 1200 проекчĕ инфратытăма тата социаллă сферăна аталантарассипе çыхăннă. Çавăн пекех 325 инвестици программи экономика аталанăвне çĕнĕ вăй-хал кÿрĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме пысăк укçа-тенкĕ – 264 млрд тенкĕ – уйăрнă.

Иккĕмĕшĕнчен, программăна хатĕрлени тата сÿтсе явни пĕтĕм халăх акцие хутшăннипе танлашрĕ, çавна май общество вăйне çирĕплетекен самант пулса тăчĕ. «Эпир çак ĕçе пуçланă чухне çак документ паян республикăри мĕнпур вăя – вăл шутра тĕрлĕ шайри власть органĕсем, бизнес, гражданла общество, регионта пурăнакан граждансене хавхалантарасси тата пĕрлештересси çинчен шутлама та пултарайман, – палăртрĕ Олег Николаев. – Чăннипех те «Вместе – Пĕрле» тенешкелех пулса тухрĕ. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне çак пĕрлĕхе сыхласа хăварасси».

Программăна хатĕрлессипе ĕçленĕ экспертсен ушкăнне ертсе пынă Игорь Меламед докладпа Чăваш Енри муниципалитет хаçачĕсене комментари панă чухне питех те хĕрÿленсе калаçрĕ:

– Ку чăннипех те … тĕлĕнмелле! Кун йышши чылай документа хатĕрлес ĕçе хутшăннă эпĕ, анчах та кун пек хавхаланăва ниçта та курман. Шутласа кăна пăхăр-ха – пĕр пин ытла сĕнÿ килчĕ! Ку чухне компани директорĕсем, ведомствăсен ертÿçисем, министрсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем, ученăйсем, ахаль çынсем … – хăйсен сĕнĕвĕсене ярса панă.

Виççĕмĕшĕнчен, çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков калашле, çын сăнĕллĕ программа. Çакна сцена çинче ларнă пысăк хăнасем те палăртрĕç. Сăмахран, Раççей Федерацийĕн Строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Дмитрий Волков программăна пĕтĕмĕшле пысăк хак панă май «Çĕнĕ хула» микрорайон архитектуринче чăваш халăхĕн историлле йăли-йĕрки упраннине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, çакă çуртсене кирпĕчрен çĕкленипе çыхăннине палăртрĕ. Тĕлĕнмелле те, Дмитрий Волков мухтаса каличчен трибунăран Олег Николаев çак шухăша пĕлтерчĕ: «Юлашки вăхăтра тÿрремĕнех Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ комплекслă архитектура йышăнăвĕсем çухалса пыни сисĕнет. Вĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратасси пирĕн тĕп тĕллев. Кунта çакна та шута илсе тĕпе хумалла, пĕр енчен – çĕнĕ йышши материалсемпе тата технологисемпе усă курса пурнăçпа пĕр тан пымалла. Тепĕр енчен – республикăшăн пĕлтерĕшлĕ архитектура тата хула хутлăхĕн сăн-сăпатне, йăли-йĕркине упраса хăвармалла», – терĕ. Олег Николаевăн çак шухăш вăл Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне пĕрре мар çĕнĕ строительство объекчĕсене, вăл шутра «Çĕнĕ хула» микрорайона çитсе курнă чухнех çуралнăччĕ.

Ку чухне хăшĕ-пĕри кунпа килĕшмесĕр: «Пысăк тĕллевсем пирки сăмах пынă чухне çакăн пек «вĕтĕр-шакăр» çине тимлĕх уйăрма кирлех-ши вара», – теме те пăхĕ. Анчах та шăп та шай çакăн пек «вĕтĕр-шакăр» япаласем хăтлă хула хутлăхĕ тăвасси çине витĕм кÿреççĕ те. Тĕслĕх вырăнне ял тăрăхĕсем хушшинчи транспорт коммуникацийĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăвах илер. Докладра вĕсене «çыхăнусăр сарман çулсем» тесе палăртнă. Ăнсăртран мар ĕнтĕ.

Чăваш Енри чылай ялта тĕрлĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен территорийĕнче шутланакан кÿршĕллĕ ял тăрăхĕсем хушшинче тÿррĕн тухмалли транспорт çыхăнăвĕсем çук. Çакна пулах çынсен пысăк çаврăм тума тивет. Çакăн пек чăрмавпа Олег Николаев та пĕрре мар курнăçнă.

Сăмахран, Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялнех тĕслĕх вырăнне илер-ха. Калăпăр, унта пурăнакансен Олег Николаев çуралнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи асфальт сарнă Чурпай ялне çитес, хыççăн Çĕмĕрлене каяс тесен 60 çухрăм вăрăмĕш çаврăм тумалла. Чурпайпа Мăн Ямаш хушшинчи çул вăрăмăшĕ вара 1,5 е 2 çухрăмпа çеç танлашать. Енчен те асăннă ялсем хушшинче транспорт çыхăнăвĕ пулнă пулсан Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем Хĕрлĕ Чутай урлă тÿрремĕнех Çĕмĕрлене çитĕччĕç. Çак çул вара Элĕкпе Калинино урлă кайнинчен икĕ хут кĕскерех. Докладра палăртнă тăрăх, кун пек çыхăнман çулсем ултă муниципалитет пĕрлешĕвĕнче шута илнĕ.

Çакăн хыççăн: «Мĕншĕн-ха ку çивĕч ыйту пирки маларах калаçман?» – текен ыйту та çуралма пултарать. Хуравĕ ансат: «Унччен тĕп вырăнта çынсем мар, цифрăсемпе отчетсем пулнă». Тĕрĕсрех палăртсан, çулсем туни тата юсани çинчен хутсем çинче илемлĕ çырса кăтартнă. Çынсен вара юнашарах шутланакан пĕр ялтан тепĕр яла пылчăк çăрса çуран е пысăк çаврăм туса район центрĕ урлă çитме тивнĕ.

Çавăн пекех малтан республика правительствине ĕç миграцийĕпе çыхăннă çивĕч ыйту та никама та пăшăрхантарман. Çав вăхăтрах унăн калăпăшĕ калама çук пысăк. Вăтам кăтартусемпе шутласан та, регионта пурăнакансен ĕçлеме пултаракансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ аякри регионсене ĕçлеме тухса çÿрет. Олег Николаев хăйĕн докладĕнче ку тĕлĕшпе: «Çынсене хамăр предприятисене тавăрмалла», – тесе çирĕп тĕллев лартрĕ. Мĕнле тавăрмалла-ха вĕсене? Ĕçлеме хăтлă условисем тата пысăк шалу туса панипе çеç каялла илĕртме май пур. «2025 çул тĕлне палăртнă тĕп тĕллев – чухăнлăх шайне 9,3 процента çити чакармалла, – палăртрĕ Олег Николаев. – 5 çул хушшинче пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те пĕчĕкрех тупăшлисен шучĕ 100 пин çын ытла пĕчĕкленмелле». Енчен те 2019 çулти Чăваш Республикинчи ĕçлеме пултаракан пĕтĕм халăх шучĕ 582,4 пинпе танлашнă пулсан ку, паллах, пĕчĕкех мар.

Олег Николаев хăпартланса калаçма юратманни вăрттăнлăх мар-ха. Апла пулин те пурин те патриотизмла шухăш-кăмăлне тĕпе хурса, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хăйĕн докладне вĕçлерĕ. «Халĕ паллаштарнă программăна республика пурнăçне хăйсен тÿпине хывакан мĕнпур вăй представителĕсен шухăшне тĕпе хурса хатĕрленине палăртмасăр иртме пултараймастăп. Ку енĕпе хастарлăх кăтартнăшăн тата тĕллевлĕ ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Программăра палăртнă проектсем конкретлă тата пĕлтерĕшлĕ, вĕсем Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннах тата вĕсен интересĕсене пырса тивеççĕ. Лайăх çулсем, çĕнĕ йышши производство, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем тата тупăш шайĕ, пурăнмалли хăтлă хутлăх тата социаллă хÿтлĕх – çакна эпир пĕрле пурнăçа кĕртме пултаратпăр, хамăр вăйсене пĕрлештерсен пурнăçа кĕртетпĕр те. Кунран та ытларах программа никĕсне хурса хăварнă кăтартусем палăртнă тĕллевсен вĕçĕ мар-ха, хамăр юратнă Чăваш Республикин мĕн пур тытăмĕнчи ĕç-хĕлне шанчăклăн çĕнĕрен ĕçлеттерсе янине тата аталантарнине палăртакан çул-йĕрĕн пĕр тапхăрĕ çеç пулнине шанатăп. Пĕрле эпир хамăрăн паянхи пурнăçшăн тата хамăрăн ачасемпе мăнуксен малашлăхĕшĕн сахал мар ĕç туса ирттерме пултарнине ĕненетĕп».

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code