Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă кăмăл иксĕлмест

Ырă кăмăл иксĕлмест

Район центрĕнчи «Була» кафе хуçи — Надежда Такмакова уйрăм предприниматель пархатарлă та сăваплă ĕçе кỹлĕннипе — йывăр лару-тăрăва лекнĕ, хỹтлĕхсĕр юлнă çынсене хăй енчен май пур таран пулăшма тăрăшнипе те паллă.

Çак çул çине тăма ăна никам та хистемен, чун-чĕри хушăвĕпе тăвать вăл пархатарлă утăма. Канăçсăр чун-чĕреллĕ çамрăк хĕрарăм Мăнкун уявĕ умĕнхи Аслă типĕ кунĕсенче Лаш Таяпари ваттисен çуртне пулăшу кỹме шутларĕ. Пĕр михĕ шурă çăнăх, темиçе пысăк савăт тип çу, тĕрлĕрен кĕрпе-макарон, сахăр, чей, пурĕ 7 пин тенкĕлĕх, туянса хăй автомашинипе ваттисен çуртне леçрĕ. Лиана Князева заведующипе кухня ĕçченĕ — Марина Емельянова, ваттисене пăхакан Елена Воронина ырă сунса сĕнекен предпринимателĕн кучченеçĕсене хапăлласа йышăнчĕç, чĕререн тав тунине палăртрĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: Надежда Такмакова предприниматель Марина Емельянова, Елена Воронина тата Лиана Князевăпа

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code