Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Талант çăл куç пек тапса тăрсан

Талант çăл куç пек тапса тăрсан

Районта «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс çулран-çул аталанса пырать. Малтанах ял тăрăхĕсенче, пĕтĕмлетỹ концерчĕ Елчĕкри клуб тытăмĕнче иртнĕрен, çĕнĕрен те çĕнĕ коллективсене, юрăçсемпе ташăçсене асăрхатăн. Ял çыннин, ватă е вăл çамрăк, е шкул ачи чунра Турă пани çăл куç пек тапса тăрать пулсан, ăна малалла аталантарма майсем çителĕклĕ. Клуба тухмалла кăна — унта купăспа калама вĕренме те (тỹрех Тỹскелти Иван Шурбин хастарлăхĕ куç умне тухса тăчĕ), юрă-ташă илемне туйма та хăнăхтараççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме ỹркенмелле мар çеç.

Ялсенчи халăх пултарулăхĕн коллективĕсем мĕнле кăна жанрпа савăнтармаççĕ-ха. Гала-концерта, акă, «Туслăх» халăх хорĕпе пĕрле «Тỹскелти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ «Ты, Россиюшка моя», «Кумушки», «Встреча друзей» (ертỹçи Иван Шурбин, дирижерĕ Евдокия Егорова) уçнă. Халĕччен эпир халăх хор ушкăнĕн дирижерне ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Галина Московскаяна курма хăнăхнă та, халĕ çамрăк дирижер пурри кăмăла çĕклерĕ. Мĕн тесен те çамрăксене аслисем вĕрентсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕн ташăçисем сцена çине тухсанах кăмăл-туйăм çĕкленет, епле илемлĕ тата миçе тĕрлĕ ташлаççĕ! Кĕçĕн Таяпаран, Яманчỹрелĕнчен, Курнавăшран, Энтеперен, Вырăскассинчен, Çĕнĕ Пăваран, Патреккелĕнчен килнĕ хорсемпе фольклор ушкăнĕсен, Елчĕкри «Россияночка», искусство шкулĕнчи «Мерчен» ансамбльсем чăваш-вырăс юррисемпе, Чăваш Тăрăмсем «Качча кайса пулмарĕ» шỹтлĕ инсценировкăпа чун-чĕрере ăшăлăх çуратрĕç. Уйрăм юрăçсенчен Акчелĕнчи Евгений Карсаков, Курнавăшри Александра Романова, Кĕçĕн Таяпари Муллинсем куракансен кăмăлне çавăрчĕç.

Тỹскелти «Тускил» арçынсен вокалпа инструмент ансамблĕ «Яльчики» юрра шăрантарнă чухне залри халăх чăтса лараймарĕ, видеора пирĕнтен нумаях пулмасть уйрăлса кайнă Олег Мустаев хăйĕн юррине чун хавалĕпе шăрантарнине курнăран, ура çине тăчĕ.

«Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс «Россия, вперед!» юрăпа вĕçленчĕ. Куракансем тăвăллăн алă çупни, вĕсем те артистсемпе пĕрле шăрантарни концерт пурне те килĕшнине, пандеми тапхăрĕнче юрă-ташăсăр тунсăхланине, кăтартрĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code