Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юлашки тĕлпулу

Юлашки тĕлпулу

Хăш-пĕр çынпа нумай калаçса ларсассăн та ăшра нимĕнле йĕр те тăрса юлмасть, мĕн пуплени пăс пекех хăвăрт сĕвĕрĕлет. Тепринпе вара ăнсăртран тĕл пулатăн та, сăмахлани е вăл калаçнине шăппăн çеç итлесе ларни чĕре варринех кĕрсе вырнаçать, ĕмĕрлĕх асра юлать. Нумаях пулмасть манăн пурнăçра та çавăн пек нихăçан манăçми курнăçу пулса иртрĕ.

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш нацин ỹнерпе ăслăлăх академийĕн аслă пухăвĕ пуçтарăнмаллаччĕ. Унччен, малтанхи кун, эпир тус-ентешсемпе Шупашкарта пурăнакан Серафима Терентьева (хăй вăхăтĕнче вăл нумай çул Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи шкулта ачасене вырăс чĕлхине вĕрентнĕ, каярах тĕп хулана куçса кайнă) патĕнче тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр. Тивĕçлĕ канура пулсассăн та Серафима Александровна алă усса лармасть. Вăл республикăри ветерансен канашĕн пайташĕ пулнă май, общество пурнăçне хастар хутшăнать.

Эпĕ палăртнă вăхăт тĕлне унăн хваттерне пырса кĕнĕ çĕре апатланмалли пỹлĕмре, çавра сĕтел хушшинче чылаййăн пуçтарăннăччĕ. Вĕсен хушшинче сумлă хăнасем — Чĕмпĕртен ятарласа килнĕ Еленăпа Олег Мустаевсем, наци радиовĕн редакторĕ Роза Деменцова. Каярах кунта филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов килсе çитрĕ. Лена Мустаева — Чĕмпĕрте чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçат редакторĕ. Вăл тĕлĕнмеле маттур хĕрарăм. Икĕ кĕнеке авторĕ. Унăн «Уй варринчи çинçе хăва», «Аннесене каçараççĕ» кĕнекисене вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. Эпĕ кунта ытларах унăн мăшăрĕ Олег Николаевич çинче чарăнса тăрасшăн. Çакăнта унпа тĕл пулни, унăн сăмахне итлени ман асăмра ĕмĕрлĕх çырăнса юлчĕ. 56 çул тултарнă вĕри чĕреллĕ чăваш хăйĕн пурнăçĕнче тăван халăхăмăрта чăвашлăх туйăмне упраса хăварассишĕн, вăйлăн аталантарассишĕн хăйĕн чунне парса тăрăшнă, нумай мухтавлă ĕç тунă. Олег Мустаев тесен ăна пурте Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн хастар председателĕ пулнипе пĕлеççĕ. Вăл наци культурипе йăли-йĕркине, чĕлхипе сăмахлăхне çĕнĕ хăватпа аталантарассишĕн питĕ нумай курăмлă ĕç тунă.

«Çавра сĕтел» калаçура эпир пирĕн, чăвашсен, авалхи мухтавлă çынсене хисеплесе лартнă палăксем çукпа пĕрех пулнине палăртрăмăр. Кăçал Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнă май çавăн пек чăвашсене çутта кăларассишĕн çуннă, пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсем нумай тунă ентешсен ячĕпе палăксем лартасси çинчен çивĕч калаçу пулчĕ.

Олег Николаевича пĕлекенсем тỹрех калаççĕ, вăл ку таранччен мĕн тунипе лăпланса ларакан çын мар, унăн малаллах талпăнмалла. Çак тĕлпулура вĕсем В.Родионовпа чăвашлăха упрассишĕн ырми-канми тăрăшнă Алексей Рекеев (Иван Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ) ячĕпе палăк лартасси çинчен те калаçрĕç.

А.Рекеев патриархăмăрăн халалне хăйĕн ăшĕнчен кăларман, унăн халăха çутта кăларассипе çыхăннă пуçаруллă ĕçĕсене малалла тăснă. Юлашки çулĕсене А.Рекеев Теччĕре пачăшкăра ĕçлесе ирттернĕ, хăй выçăллă-тутăллă пурăннă пулсан та, пĕтĕм укçине шкулсем уçнă çĕре хывнă.

Çемен Элкер «Хĕн-хур айĕнче» поэминче «Кушлавăш уйĕ» тесе ят панă тăрăхра та пулнă чăвашлăхшăн çуннисем. Вĕсенчен пĕри — Пĕчĕк Упакасси çынни Митрофан Дмитриев. Вăл ашшĕн çуртĕнче арçын ачасен шкулне уçнă (1868 ç.), вĕсене вĕрентекенĕ те хăй пулнă. Кайран Хапăс чиркĕвĕнче нумай çул пачăшкăра ĕçленĕ. Турра ĕненекенсене ăнланмалла пултăр тесе кĕлĕсене чăвашла ирттернĕ. Иван Яковлевичпа тачă çыхăну тытнă мухтавлă ентешĕн ячĕпе Кушлавăш уйĕнче пысăках мар палăк лартни сумлă пулмалла тесе палăртрĕç тĕлпулăва пухăннисем.

Çакăнтах тепĕр тĕллеве те тытрĕç — Иван Митрофанович Дмитриева халалласа Чĕмпĕр шкулне кĕнĕ çĕрте вăл унта вĕрентни çинчен пĕлтерекен асăну хăми çаксан аван пулмалла та. Виталий Родионов асăну текстне те çырнă, ăна Олег Николаевича çийĕнчех ярса панă.

Иван Митрофанович çинчен аса илес пулсан, çакна каламалла: вăл Иван Яковлевичăн чăваш шкулĕнче 5 çул ытла ĕçлесе ырă йĕр хăварнă хăй хыççăн. Кунта вăл музыка урокĕсене ирттернисĕр пуçне вĕрсе каламалли инструментсен ансамбльне йĕркеленĕ. Хăй сĕрме купăса чаплă каланă, мĕн пултарнине вара çине тăрсах ачасене вĕрентнĕ. Çавăн пекех вăл чăвашсен авалхи юррисене пухнă, илемлетсе пуянлатнă. Пирĕн мухтавлă патриархăмăр Иван Яковлев Иван Митрофанович ĕçне пысăк хак панă.

Ултă сехете яхăнах пынă çак тĕлпулура палăртнă тĕллевсене ĕçе кĕртес тесе Олег Мустаев çавăн чухнех пуçаруллă утăм турĕ. «Пăр тапранчĕ…» тенине те илтрĕмĕр. Анчах…

Пуçланă сăмаха вĕçленĕ май, ман çакна палăртса хăварас килет: тăван халăхшăн пысăк хавхаланупа, аслă чĕрепе тăрăшнă çынпа тĕл пултарнăшăн эпĕ хамăн шăпана тав тăватăп. Мĕн тери кăвар чĕреллĕ, çирĕп кăмăллă çынччĕ Олег Николаевич Мустаев. Халĕ ĕнтĕ ун çинчен иртнĕ вăхăтпа аса илме тивет. Унăн канăçсăр чĕри çак тĕлпулу хыççăн икĕ эрне ытларах вăхăт иртсен тапма чарăннă. Чăвашсем хăйсен хастар ывăлне çухатрĕç. Пĕтĕм чун-чĕререн хурланчĕ халăх, вĕсен хушшинчех эпĕ те. Вăйпитти çулсенчи çын пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине халĕ те ĕненес килмест. Унăн тĕллевĕсем çутăччĕ, тумалли ĕçĕсем татах та пурччĕ… Вăл тунă пуçарусене пăрпа витĕнме парас марччĕ. Пирĕн пуçланă ĕçсене вĕçне çитермелле.

Нина ЕРИЛЕЕВА,
таврапĕлỹçĕ.
Йĕпреç районĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code