Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Конкурс!

Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет.

Çапла майпа профессире, ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕнче пысăк çитĕнỹ тăвакан хĕрарăмсене хавхалантарас тĕллевпе «Эпир экономикăна аталантаратпăр» («Мы строим нашу экономику»), «Саккун хуралĕнче») («На страже закона»), «Вĕренỹ патне ăнтăлса» («К знаниям без барьеров»), «Сывлăх патне — малалла» («Вперед к здоровью»), «Общество интересĕшĕн» (В интересах общества»), «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» («Свое, Чувашское, родное») номинацисемпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Унта хутшăнакансен апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 25-мĕшĕччен хăйсем çинчен видеопрезентаци хатĕрлесе заявка çырмалла, тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон:8(83539)5-24-19.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code