Район центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци тытăмне йĕркелесе пырассипе — каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе тимлекен, тĕрĕссипе каласан, çын нушине тивĕçтерекен Елчĕкри «Спутник-1» ОООн пысăках мар коллективĕ (8 çынна пĕрлештерсе тăрать) хăй çине пысăк яваплăх илнĕ.
…Шывсăр, чăнах, пурнăç çук. Пĕр сехет анчах кранран шыв ан юхтăр, пăшăрханса ỹкетпĕр, пĕр-пĕрин патне шăнкăравлама тытăнатпăр: «Пăрăхĕ шăтрĕ-ши, насусĕ ĕçлеме чарăнчĕ-ши?» -тетпĕр. Канализаци тытăмĕ чăхăмланин — таса мар шыв пăрăхра лакса ларнин тĕслĕхĕсемпе те тĕл пулма тỹр килет. Пăрăхсенче каяш ытларах капланни чылай чухне клиентсем тимсĕр, тирпейсĕр пулнипе те çыхăннă. Канализацие тасатма хутшăнакан операторсем унтан мĕн кăна туртса кăлармаççĕ: кĕрĕк çанни таран тупаççĕ! Пĕр сăмахпа, коммуналлă хуçалăхра пăтăрмахсемпе çитменлĕхсем питех те нумай. Çỹп-çаппа пỹлĕннĕ вырăнсенчен çĕтĕк-çурăк, ытти япала тухни, паллах, пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансене чыс кỹместех. Унсăр пуçне, операторсене çук çĕртен мĕн чухлĕ пысăк ĕç туса паратпăр.
Пăрăхсем тапса тухма пултарнине — хăрушлăх пуррине курса тăракан «Спутник-1» ООО ĕçченĕсем авари пулассине сирес тĕллевпе çĕрсе юрăхсăра тухнă шыв çулĕсене май пур таран улăштарса пыраççĕ пулин те пăрăхсен 70-80 проценчĕ 55-60 çул каялла хывнăскерсем. Çакна кура инкексем те нумай пулаççĕ. Район центрĕнче пурăнакансем иртнĕ çулхи шартлама сивĕри хĕл кунĕсенче, 10 кун кăна та мар пулĕ, аякри колонкăсенчен кĕвентепе шыв йăтнине, ăна флягăсемпе те турттарнине манса кайман-тăр. Операторсем вара 30 градус сивĕ çанталăкри пĕр хỹтлĕх çук вырăнта, авари вырăнне тупса палăртиччен, шăннă çĕре пуртăпа, кувалдăпа таккаса чавнă. Авари бригади пĕр шухăшлă пулса кар! тăрса вăй хунине, дирекци енчен те ĕçе пĕлсе йĕркеленине кура йывăрлăха, пурпĕрех, çĕнтернĕ.
Малтанхи вăхăтра шыв уçлакан насуссем те час-часах ĕçлеме пăрахнă, çакна кура специалистсене кирек хăш вăхăтра та ĕçе чĕнсе илме тивнĕ. Юрий Амасев директор каласа кăтартнă тăрăх, малтанхи ертỹçĕ — Василий Чернов ку чухнехи ыйтусене тĕрĕс те кирлĕ пек йĕркеленине кура, халĕ лару-тăру ку енĕпе самай лайăхланнă. «Насус çĕмĕрĕлсе юрăхсăра тухасса кĕтсе тăмастпăр, вăл ăçта черченкĕрех — çак вырăна малтанах шанчăклăн юсатпăр. Мотор, насуссене те 2-шер комплект саппасра тытатпăр. Çакă хамăршăн та, пирĕн пулăшупа усă куракансемшĕн те лайăх, меллĕ», — тет Юрий Васильевич.
Кашни цифра Татьяна Обручкова шут ĕçченĕн куçĕ умĕнче. Район центрĕнче шывпа усă куракан çынсен тĕлĕшпе — 920, канализаци тытăмĕпе çыхăннă 600 ытла лицевой счет уçнине çирĕплетрĕ вăл. Унсăр пуçне, «Спутник-1» ООО районти шкулсемпе ытти тĕрлĕрен организацисен, ялсенче уйрăм çурт-йĕрпе пурăнакансене те пулăшу ĕçĕсемпе туллин тивĕçтерет. Сăмах май, пулăшу ĕçĕсен вăйра тăракан хакĕсем пирки аса илни те ытлашши пулмĕ:
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен 1 кубла метр сивĕ шывпа усă курнăшăн 29 тенкĕ те 63 пус, таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн 49 тенкĕ те 95 пус тỹлемелле.
Коллективра ĕçлекенсем нумаййăнах та пулманнине маларах аса илтĕмĕр. Апла пулин те вĕсем пысăк вăй пулса тăраççĕ, кашни çын хăйĕн ĕçĕн ăсти. Сергей Никитин, акă, автоматикăпа çыхăннă мĕн пур ĕçе парăнтарма пултарать. Шыв уçлакан автоматизациленĕ башньăсен ĕçне кăлтăксăр йĕркелесе пырасси те унран нумай килет. Иван Антонов, Иван Шорников, Юрий Адюков, Виталий Агеев, Павел Обручков та — чăн-чăн маçтăрсем.
Çăва тухнă май шухăшлаттаракан, хумхантаракан ыйтусем тата нумайланаççĕ. Çак вăхăтра уйрăмах шыв пурин патне те кирлĕ пусăмпа çитменни пирки сахал мар сăмах тухать. Çулла шыв ытларах кирлĕ: пурте кил-çурчĕ умĕнчи пахчинче çитĕнекен тĕрлĕрен çимĕçсемпе чечекĕсене шăварать, мунча хутать… Ку чухне, районта пурăнакансене ăнланса, колонкăсенчен илекен шывшăн укçине чи пĕчĕк виçепе илеççĕ. Анчах çакна пурте ăнланатпăр-и? Шăрăх çанталăкра çĕр улми анисене те лачака пуличчен лỹшкентерекен кил хуçисем пур. Шутлав приборĕ урлă çитерес пулсан вĕсем çакăн чухлĕ шыв юхтарас çук, паллах. Юлашкинчен çакă шывпа тивĕçтерекен предприятие пырса тивет. Ахальтен мар çуллахи хăш-пĕр уйăхсенче вĕсем тăкаклă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах ĕçлекенсене шăхăтра шалу тỹлемелле, хавхалантару фончĕ валли те кăштах укçа хăвармалла…
Светлана АРХИПОВА.