Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ульяна дипломант

Декабрĕн 4-8-мĕшĕсенче Мускавра Анна Петряшева композиторăн «Свободная птица» премине илес тесе вокал юрлакансен халăхсем хушшинчи конкурсĕ иртнĕ.

«Останкино» концерт залне 700 яхăн юрăç пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнче – Елчĕкри искусство шкулĕнчи соло юрлакан Ульяна Патшина. Вăл конкурсăн «Анна Петряшева композиторăн юррисем» тата «Ретро-хит» номинацисене хутшăннă. «Миллион алых роз» юрăпа II степень, «Сободная птица» юрăпа III степень дипломант пулса тăнă.

Ульяна çĕршыври паллă артистсен мастер-класĕсене çÿренĕ.

 

Елизавета лауреат

Республикăри «Черчен чечексем» фестиваль-конкурс гала-концертпа вĕçленнĕ.

Виçĕ тапхăрпа иртнĕ конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче пĕччен юрлама вĕренекен Елизавета Казначеева хутшăннă. Вăл «Вдоль по Питерской» вырăс халăх юррине янраттарса II степень лауреат пулса тăнă. Ăна диплом тата сертификат парса чысланă.

Вăрăмхăва хĕр ачи районти, ун тулашĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Мĕн пĕчĕкрен сцена çинче вăл. Юрлас ăсталăха О.Архипова преподаватель вĕрентет.

Саша – призер

Тÿскелĕнчи Степановсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшаççĕ.

Елена виçĕ ача амăшĕ. Тивĕçлĕ канура пулсассăн та, çуллахи наци кросне, хĕллехи йĕлтĕрçĕсен чупăвне хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Амăшне кура ачисем те мĕн ачаран спортпа çывăх туслашнă. Кĕçĕнни, Саша, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энерготехника факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекенскер, тĕрлĕ енлĕ кĕрешме кăмăллать. Нумаях пулмасть студент Пĕтĕм Раççейри Жадовскри арçынсен мăнастирĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă турнира хутшăннă. 56,7 килограмлă виçери мăшăр кĕрешÿре 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин ММАн уçă турнирĕнче те 18 çултан аслăраххисем хушшинче правилăсăр çапăçса кĕмĕл призер пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code