Чăваш Ен прокуратури граждансене эмелсемпе тивĕçтерес ĕç-хĕле еплерех йĕркеленине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев çакна палăртнă: Шупашкарта пурăнакан арçын, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, «Иммуноглобулин» препарата пурнăç тăршшĕпе патшалăхран илсе тăма тивĕçлĕскер, 2022 çулхи январь-март уйăхĕсенче ăна илеймен. Медицина учрежденийĕ заявка тăратнă пулин те республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви асăннă эмеле туянассине йĕркелемен, ăна унăн аналогĕпе те тивĕçтермен.