Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем тĕл пулнă

АПК ветеранĕсем тĕл пулнă

Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен канашĕн хисеплĕ председателĕ, хамăр ентеш Василий Шадриков хутшăннипе иртнĕ эрнере районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн ларăвĕ пулса иртрĕ.

Тĕрлĕ çулсенче ял хуçалăх отрасльне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă АПК ветеранĕсем паянхи пурнăçра пĕлтерĕшлĕ пулса тăма тивĕçлĕ нумай кăсăклă ыйтăва хускатрĕç. Лару ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çакнах палăртса каларĕ, малашнехи пĕрлехи ĕçсене пурнăçланă çĕрте те вĕсене хальхи пекех хастарлă пулма ăнăçусем сунчĕ. Май пулнипе усă курса вăл хальхи вăхăтра муниципалитет шайĕнче ял хуçалăх отрасльне, ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе пурнăçланакан патшалăхăн тĕллевлĕ программисемпе паллаштарчĕ.

АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Валерий Шадриков 2021 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевсем çинчен чарăнса тăчĕ.

Çакăн пирки те аса илер: Чăваш Ен АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пуçарăвĕпе хальхи вăхăтра Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш кĕнекине хатĕрлес ĕç пырать. Унта çырăнма тивĕçлĕ АПК ветеранĕсем çинчен хатĕрленĕ материалсене пухса хатĕрлессипе районта ятарлă комисси йĕркеленĕ пулнă. Хатĕр материалсене редколлегие пăхса тухма та çитернĕ ĕнтĕ.

АПК ветеранĕсен йышĕн хастарĕ Вера Васильева май пулнипе усă курса хальхи вăхăтра хăй тĕллĕн ĕçлекене — «Самозанятость» программăна хутшăнакана тивĕçекен пулăшу пирки каласа пачĕ. Сăмах май, районта 1038 çыншăн «Самозанятость» программăна хутшăнса субсиди илмелли майсем уçăлаççĕ.

Юлашкинчен нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн членне илнисене савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем парса чысларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code