Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлама васкар

Сасăлама васкар

Кăçалхи майăн 30-мĕшĕччен çĕршывра хăтлăх кĕртмелли вырăнсене суйлас ĕç пырать (вăл апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă). Пĕрлĕхлĕ ĕçе хастар хутшăнса Чăваш Енре 40 пине яхăн çын сасăлама ĕлкĕрнĕ.

Халăх йышлă çỹрекен вырăнсене «Хăтлă хула таврашĕ» федераци проекчĕ пулăшнипе çĕнетеççĕ. Çавăнпа та кашни çулах çынсен шухăшне пĕлес тесе сасăлав ирттереççĕ. 14 çула çитнĕ мĕн пур çын хăйĕн шухăшне палăртма пултарать. Е za.gorodsreda.ru сайтра, е патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕнче сасăламалла. Хамăр муниципалитета тупмалла та — хăтлăх кĕртме тесе суйлава тăратнă лаптăксенчен пĕриншĕн сасăламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code