Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур енĕпе те маттур пулчĕç

Пур енĕпе те маттур пулчĕç

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче «Союз пенсионеров России» обществăлла организаци «Спортивное долголетие» программăна хутшăнса йĕркеленнĕ республикăри культурăпа спорт фестивалĕ пулса иртрĕ. Унта эпир те, Елчĕксем, хапăл туса хутшăнтăмăр.

Спортсменсен тупăшăвĕнче (шахматла выляссипе) район чысне И.Бобровпа Э.Смирнова хỹтĕлерĕç, сумлă 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Дартс енĕпе И. Бобров тата Н.Семенова палăрчĕç, нумай очко пухса кунта та 2-мĕш пулчĕç.

Юрă-ташăра та ентешсем пултаруллă пулнипе палăрчĕç. Унта Иван Шурбин ертсе пыракан «Туслăх» тата «Шуçăм» ансамбльсем хутшăнчĕç. Уйрăм солистсем хушшинче Е.Баринова тата Р.Федорова (иккĕшĕ те Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчен) ветерансем шăрантарнă «Вдовы России» юрра уйрăмах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Спорта юратакан тата юрра-ташша ăста аслă ỹсĕмри ытти çынсене те малашне çакăн йышши фестивальсене, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнма чĕнсе калатăп. Çакă ветерансен чун-чĕрине хавхалану кỹрессе пĕлсе тăратăп. Унсăр пуçне, хамăрăн çакăн йышши пархатарлă ĕçĕмĕрсемпе çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратпăр-çке.

В.ВАСИЛЬЕВА,
районти пенсионерсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code