Наркотиксемпе иртĕхсе пурăнни нихăçан та ырри патне илсе çитермест.
Наркотиксен препарачĕсене тутанса пăхнине вилĕм патне пĕр утăм тунипех танлаштарма пулать. Вĕсемпе туслашса кайсан вара çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх — ерипен хавшаса, кĕсьери укçа сахаллансах пырать. Çак танатана лекнĕскер, çын хăй мĕн тунине ăнкарайми пулать, çывăх тăванĕсем те уншăн ют пулса тăраççĕ. Чун-чĕрери таса та савăк туйăмсем çухалаççĕ. Чирлĕ çыннăн пуçне пĕр шухăш çеç пăралать: ăçтан та пулсан укçа илсе наркотиксен дозине тупмалла.
Темиçе сехетлĕх йăпану тĕрлĕ чир-чĕрпе, ВИЧ-инфекципе таврăнать. Юлашкинчен вара, организм чир-чĕре хирĕç кĕрешейми пулса çитсен, ВИЧ-инфекци ермен пулсан та, çын пурнăçран çап-çамрăклах уйрăлать. Вăхăтсăр вилекенсем хушшинче 15-18 çулсенчи çамрăксен йышĕ çĕршывра ỹссех пырать.
Çамрăксене усал муртан хỹтĕлессинче аслисен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çемьере наркоман палăрсан врач-наркологпа çыхăнма тăрăшмалла. Вăл вара тỹрех сиплев курсне палăртать. Вăл тапхăр ыттисемшĕн вăрттăнлăхра юлать — кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар.