Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Таврана илем кỹретпĕр

Таврана илем кỹретпĕр

Елчĕкри Титов урамĕнчи çамрăксем таврана илем кỹрессишĕн тăрăшса кашни çулах йывăçсем лартса хăвараççĕ.

Иртнĕ çулсенче ял вĕçĕнче йĕркеленĕ паркра йывăçсем лартса çум курăкран тасатассипе вăй хучĕç. Пĕрлехи ĕçшĕн пурте кар тăрса вăй хунине курса Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ те хăй енчен хавхалантарма тăрăшать. Пĕлтĕр, акă, паркри кивелнĕ картасене улăштарма тимĕр сетка парса пулăшрĕ. Тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н. Уркова вара тимĕр бетон юпасем уйăрса пачĕ.

Ял айккинчи пĕчĕк вăрман тăрăхĕнче те, çĕнтерỹçĕсен аллейи, тетпĕр эпир ăна, чăрăш, юман тата хыр йывăççисене лартса хăвартăмăр. Анчах иртнĕ çулхи шăрăх çанталăкра, вĕсене шăварса тăтăмăр пулин те, чылай йывăç вăй илеймерĕ. Кăçал унта çĕнĕ йывăçсене тата лартса хăвартăмăр.

Кивĕ тата çĕнĕ масарсен хĕррипе 3 çул каялла лартса хăварнă хырсемпе чăрăшсем парка çитĕннине те курса савăнатпăр халĕ. Ку енĕпе уйрăмах пуçаруллă, йывăçсен хунавĕсене тупма пулăшакан А.Филипповпа С.Агеева ял çыннисем тав тăваççĕ.

Иртнĕ ырă вăхăтра пирĕн урама Сталин поселокĕ тенĕ. Ваттисем тахçан ĕлĕкех ял вĕçĕнчи пĕр вара Юманвар ят панă. Анчах кунта халĕ пĕр юман йывăçĕ те çук, йăмрасем çеç ỹсеççĕ. Çакна шута илсе урам çамрăкĕсем майăн 9-мĕшĕнче çак вырăна çĕнĕрен юман, хыр тата чăрăшсем лартса хăварчĕç. Çак ĕçре уйрăмах С.Агеев, С.Васильев, А.Мартынов, В.Мартынов, В.Тябуков, А.В.Тябуков, И.Шепилов, С.Славницкий, В.Агеев, А.Тябуков, Н.Адюков чылай вăй хучĕç.

Халĕ ĕнтĕ лартнă йывăçсене лайăх пăхса ỹстересси юлать. Ушкăнпа пурнăçламалли ĕçсене малашне те пĕрлехи вăйпа тăвар. Ваттисем пĕлсе: «Пĕрлĕхре — вăй», — тенĕ.

Н.ФИЛИППОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code