Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Амăшĕн капиталĕ – хушма пулăшу

Амăшĕн капиталне пама пуçланăранпа 11 çул иртрĕ. Районти ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе патшалăх 327,5 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çак таранччен районти 1303 çемье сертификат илнĕ. Вĕсенчен 670-шĕ укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех, 255-шĕ кăштах усă курнă.

Сывлăх кунĕсене палăртнă

Чăваш Енре кăçал сывлăхпа спорт кунĕсем хăçан иртесси паллă.

Аса илтеретпĕр, вăл кашни уйăхра пĕрре, шăматкунсерен, иртет. Кăçал районта пурăнакансем январĕн 26-мĕшĕнче, февралĕн 16-мĕшĕнче, мартăн 30-мĕшĕнче, апрелĕн 20-мĕшĕнче, майăн 25-мĕшĕнче, июнĕн 29-мĕшĕнче, июлĕн 20-мĕшĕнче, августăн 24-мĕшĕнче, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, октябрĕн 26-мĕшĕнче, ноябрĕн 23-мĕшĕнче, декабрĕн 14-мĕшĕнче «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексне тÿлевсĕрех кĕрсе бассейнра ишме, тренажерсем çинче ÿт-пĕве пиçĕхтерме пултараççĕ.

Петр Самсонова манмаççĕ

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса линейка иртнĕ.

Ăна Петр Николаевич 70 çул тултарнине халалланă. Коридорта физкультура учителĕн сăн ÿкерчĕкĕсенчен, докуменчĕсенчен курав йĕркеленĕ. И.Чернова шкул директорĕпе унăн çумĕ М.Меметова вĕренекенсене П.Самсоновăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Районти аслă пĕлÿллĕ пĕрремĕш физкультурник нумай çамрăка пысăк спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Вăл XXVII Олимп вăййисен призерĕн Владимир Андреевăн пĕрремĕш тренерĕ те пулнă.

«Яльчики» мала тухнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан «Ылтăн шайба» ăмăртура Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи аслă ушкăнри çамрăк хоккеистсем тупăшнă.

Пĕрремĕш вăйăра Елчĕксем Патăрьелсемпе тĕл пулса 5:2 шутпа çĕнтернĕ. Унтан Комсомольскисемпе тупăшнă. Юлашки минутра Роман Гаврилов тапăнса вылякан çĕнтерÿ шайбине кÿршĕсен хапхине вăркăнтарнă. Тĕл пулу 3:2 шутпа вĕçленнĕ. Районăн пĕрлештернĕ командинче – Роман Гаврилов, Денис Милехин /Патреккел/, Кирилл Филиппов, Роман Кучков /Елчĕк/, Дмитрий Савуков /Аслă Елчĕк/ тата ыттисем.

«Яльчики» команда – пĕрремĕш тапхăр çĕнтерÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code