Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăçта пĕрлĕх — унта вăй

Ăçта пĕрлĕх — унта вăй

ÇАМРĂКСЕМ ХАСТАР

Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен Тип Тимеше тĕрлĕрен каланине илтме пулать. Историренех çапла çырăнса юлнă вăл: Çỹлти Тимеш, Тури Тимеш, Тарăн çырма, Тимеш. Районăн кĕске энциклопедийĕнче яла Тăвай районĕнчи ялсенчи Ехрем, Пакăш Ятманĕ тата Микки йăхĕ куçса килнинчен пуçланса кайнине палăртнă.

1719 çулта кунта 20 хуçалăха, 84 çынна, 1884 çулта 56 хуçалăха, 341 çынна, 1930 çулта 91 хуçалăха, 474 çынна, 1991 çулта 101 хуçалăха, 366 çынна шута илнĕ. Хальхи вăхăтра 102 çурт шутланать, вĕсенчен 26-шĕ пушă, 11-ĕшне дача вырăнне усă кураççĕ.

Кашни ялăн хăйĕн сăнĕ, историйĕ, йăли-йĕрки… Кунта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса чи малтанах ял тăрăхĕн администрацийĕнче пултăмăр. Пуçлăхăн çумĕ Людмила Смирнова, Елена Карпова аслă специалист шăпах çак ял кинĕсем пулнăран, хăйсем вун-вун теçетке çул пурăнса çуралса ỹснĕ тăван кĕтес пек хаклă пулса тăнă ял çинчен хавхалансах каласа пачĕç. Вĕсен шухăшне тĕпе хутăмăр пулсан та унта çитсе курас кăмăл ытларах çунатлантарчĕ.

Тăрăм ялĕнчен Тип Тимеше тỹрĕ çулпа тухрăмăр. Кăçал çанталăкĕ çумăрлă пулчĕ пулин те хирти çул тикĕс те яка. Çавăнпа та тусан кăларсах вĕçтерсе çитрĕмĕр. Çỹле кармашнă йăмраллă ял урамĕсем тарăн çырма-çатраллă. Сакăр урам шутланать. Икĕ тăкăрлăкра вара икшер çурт. Кураксем те яла килĕштереççĕ пулмалла, çỹллĕ йывăçсем çинче йышлăн шавласа лараççĕ.

Ялăн чи паллă вырăнĕсемпе паллашас шухăш малта тăчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă, унтан таврăнсан çĕре кĕнĕ ветерансен ячĕсене асра тытса лартнă палăк умĕнче пуçа таймасăр иртейместĕнех. 1941-1945 çулсенчи вăрçа 130 çын хутшăннă, 63-шĕ каялла тăван киле таврăнайман. Ентешĕсене асăнса «Ĕмĕрех асра» стела вырнаçтарнă. Ун çумĕнче паттăр салтакăн палăкĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле çĕнетнĕ. Палăксем çĕрлехи вăхăтра та илемлĕн курăнса лараççĕ, ăна çутатса тăрассине йĕркеленĕ. Çак вырăн ялăн чи курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ лапамĕ. Палăк патне çитиччен Михаил Архангел ячĕллĕ часавай туса лартнă. Унăн йĕри-таврашне тимĕр картапа илемлетнĕ. Эскизне те, ăна вырнаçтарассине те активист-çамрăксем хăйсемех ăсталанă. Виçĕм-çул ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăри кашни яла уйăрса панă 100 пин тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнă. Часавай патне кĕнĕ çĕрти тимĕр калитке хăйне евĕрлĕ илемлĕ, хăмасемпе пĕчĕк тротуар сарнă. Виталий Смирнов уйрăм предпринимателĕн пуçарăвне ял халăхĕ пĕр сăмахсăрах ырланă. Унпа пĕрле ял-йыш кар тăрса туса хунă часавай кулленех уçă. Вырсарни кунĕсенче кĕлĕсем иртеççĕ. Çак лапамрах ача-пăча площадки вырнаçтарнă. Çавăн пекех çамрăксем ăсталанă «Эпĕ Тип Тимеше юрататăп» стела та питĕ вырăнлă.

Çак илĕртỹллĕ лапам çумĕнчех юхăннă культура çурчĕ ларать. Çуртăн пĕр енчи стени ишĕлме пуçланă. Вăхăтĕнче «кăвак çулăм» кĕртсе юлайманран, культработник тупайманран хупма тивнĕ ăна — халĕ ял илемне тĕксĕмлетет.

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан Елена Григорьева фельдшер кунта 2007 çултанпа ĕçлет. Кунта 2013 çулта республикăра виççĕмĕш, районта пĕрремĕш модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслес, диспансеризаци витĕр кăларас ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать Елена Вениаминовна.

Ял-йышăн кулленхи ыйтăвне, калăпăр, Чăвашпотребсоюз пĕрлешĕвĕн предприятийĕсем кăларакан продуктсемпе тивĕçтерессине, ĕлĕкхи райпо лавкки тивĕçлипе пурнăçлать. Астăватпăр-ха, тахçантанпах Тип Тимеш лавкки лайăх ĕçленипе палăрса тăратчĕ. Надежда Архипова сутуçă тăрăшатчĕ унта. 40 çула яхăн райпо тытăмĕнче вăй хунă хăйĕн профессине парăннă ăшпиллĕ хĕрарăм. Хальхи вăхăтра суту-илỹ ĕçне Надежда Афанасьева йĕркелесе пырать. Лавккара 14 çул ĕçлет, маларах та райпо тытăмĕнче вăй хурса 37 çул стаж пухнă.

— Тепĕр лавкка Герман Кудрин уйрăм предпринимателĕн. Ăçта мĕн йỹнĕрех, çавăнта утатпăр. Нихăшне те кỹрентерес теместпĕр, — теççĕ кăмăллă тавар туянакансем.

Кирек хăш ялшăн та чи пĕлтерĕшли — çул-йĕр. Кунта çирĕпленнĕ каларăша аса илес пулсан, çу кунĕсенче яла кирек хăш енчен те кĕрсе тухма пулать, хĕлле вара хăй вăхăтĕнче ниçтан кĕме те май пулман. Çырмасем тарăн, пĕр енчен тепĕр енне çитме пысăк кунчаллă атăран та пылчăк кĕнĕ. Асфальтлă çул хĕррине тухас тесен, инçе мар пулсан та (2,2 çухрăм), сукмак хывма çеç пултарнă ял çыннисем. 2008 çулта тинех çăтмах çитнĕ: яла çитичченех асфальтлă çул сарнă, тарăн çырмасене кĕперсем хывнă. Сăмахран, Вăтакаспа Тăрмăшайккине пĕрлештерекен кĕпере хăçантанпа кĕтнĕ! Вăтакаспа Çитлĕайккине çыхăнтаракан хытă сийлĕ çулшăн тата епле хавасланнă! Республика Пуçлăхĕн паха хушăвĕпе килĕшỹллĕн вырăнти пуçарăва тĕпе хурса урамри çулсене вак чул сарас ĕçе пуçăннă. Çĕнĕ проектсене кашни уйрăм хуçалăх 7-8 пин тенкĕ пухса хутшăннă. «Пуçару бюджечĕ» вырăнти власть органĕсенче тăрăшакансемпе халăхăн çыхăнăвне тата çирĕплетрĕ. Кунта, паллах, вырăнти депутатсен тăрăшулăхĕ те иксĕлми. Виктор Цыганов, «Рассвет» хуçалăхра тĕп агрономра вăй хураканскер, ял аталанăвĕшĕн канăçнех çухатнă. Икĕ созывра ăна халăх хăйсен «тарçине» суйланă. Çавăн пекех Александр Павлов депутат та паха сĕнỹсемпе савăнтарать. Кунти çамрăксем хăйсене хушаматран мухтасса кĕтмеççĕ. «Такамшăн мар, хамăршăн тăватпăр», — теççĕ. Чăннипех те пĕр шухăш-ĕмĕтпе, ял илемĕшĕн, культуришĕн тăрăшакансем икĕ теçеткерен те иртеççĕ. Хулара е ялта пурăннине пăхмаççĕ, канашлаççĕ те пурте пĕрле килĕштерсе кирек мĕнле ĕçе те пуçăнаççĕ. Вĕсемех масара тивĕçлипе пăхса тăраççĕ. Сăваплă вырăна тирпей-илем кĕртнисĕр пуçне масара пырса кĕрекен хапхана, мал енне тимĕртен туптаса эрешленĕ карта тытса çавăрнă, кивĕ пỹртне пăсса çĕнни лартнă, алхасса кайнă йывăçсене кăкланă, каснă. Ватти пур та латти пур тенĕрен, çамрăксемпе юнашар аслă ăрурисем те ырă ĕçрен пăрăнмаççĕ. Çак шăматкун та кунта субботник ирттерме планланă.

Хуларисемпе ялтисене пĕр тĕллевпе, пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнма хавхалантарнă çĕрте ял ятне çỹле çĕклекен пысăк авторитетлă, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи, кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ, СССР спорт мастерĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Юрий Карпов тỹпи те çук мар. Вăл майне-шывне тупса пысăк уявсенче тăван яла килет. Икĕ çул, акă, Тăрăмра кире пуканĕ йăтакансен районти ăмăртăвне йĕркелерĕ. Тем пекех вăл спортсменсене тăван ялĕнче пухĕччĕ те, маларах аса илнĕ сăлтава пула, условисем çук унта.

Çамрăксем лартса ỹстерекен хырлăх тăрăхне те çитсе килтĕмĕр. Кăçал тата пĕчĕк вăрман хĕррине чиесем лартнă. Вĕсем çанталăк ăшă мар пулсан та йăл илнĕ.

Ял хыçĕнче пĕве сарăлса выртать. Шыв çийĕн çĕр-çĕр чĕкеç чĕвĕлтетсе вĕçет. Кунта çу кунĕсенче шыва кĕрсе киленеççĕ. Салтăнса тăхăнмалли, канса лармалли вăрăм сĕтелпе сак та пур. Туалетне те вĕр çĕнĕ тунă. «Кунта пĕр автомашина хăйăр тата шыва чăммалли меллĕ вырăн кăна кирлĕ, — теççĕ ял çыннисем. — Вара пляж хатĕр те».

Илемлĕ тавралăх ял çыннисене кăна мар, юттисене те илĕртет. Кунта час-часах пулă тытма килекенсене асăрхаççĕ. Анчах аванах çỹлелле кармашнă, çăра хырсем хушшинче лартса хăварнă кăвак чăрăшсене кăларса кайни ырă ĕç тăвакансен амăшĕсене çав тери пăшăрхантарать. Çакăн пек илемлĕхе чунсăрла тапăнакан çынсем мĕнле чĕреллĕ-ши? Усал ĕçпе хăй ĕмĕрĕнче йывăç лартса курнă çынах хăтланмасть ĕнтĕ. Ыррипе юнашарах усалли те çỹрет çав.

Ялти чи сумлă ватă арçын — Христофор Карпов. Балти флочĕн морякĕ 91 çулта. Александра Цыганова чи аслă хĕрарăм шутланать. Вăл 1934 çулта çак ялтах кун çути курнă.

Çамрăксем пысăк хастарлăхпа тăрăшнăран ялăн малашлăхĕ пурах. 139 çынран 26-шĕ 18 çула çитмен. Чи кĕçĕнни — Егор Павлов. Çакă та савăнтарать: çемье йышне хушас кăмăллисем те пур. Акă, Еленăпа Александр Ягудинсем чи пуяннисем — вĕсен çемйинче 4 ача çитĕнет. Александрпа Анастасия Павловсем, Викторпа Екатерина Цыгановсем 3-шер пепке ỹстереççĕ. Аслисем шкула чупаççĕ пулсан, кĕçĕннисем Елчĕкри «Чебурашка» ача садне çỹреççĕ. Вĕренекенсене Елчĕк шкулне автобуспа илсе çỹреççĕ.

Тип Тимешсем пăрчăкан пек вăр-вар пулнине кил картисенче ĕнесем йышлă пулни те лайăх ĕнентерет. Хĕвел тухичченех ура çинче ỹркенменнисем. Туслă та килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем ирхи е каçхи ĕçсене пайламаççĕ: пĕри ĕнисене сусан, кашнийĕн сăвакан аппарат, техникăна хăнăхайманнисене кăна алăпа сăваççĕ, сĕте усламçăсене тухса параççĕ. Алексей Лукияновпа Альберт Смирнов уйрăм предпринимательсем 1 литр сĕте 24 тенкĕпе йышăнаççĕ.

Унтан ĕнисене кĕтĕве леçеççĕ. Кам хăçан ĕлкĕрет — çавăн чухне ăсатаççĕ çемьене чĕрĕ укçа кĕртекенсене. Тин пăруланă ĕнисене кăнтăрла та сăвакансем килне илсе каяççĕ, каялла хапхаран кĕртсе яраççĕ. Шывне те таканасемпе лартмаççĕ, ĕнисем юхан шыв хĕррине анаççĕ. Пĕр вăхăт ĕçшĕн хыпса çунакансем кĕтỹ пĕтсен ĕнесене курăк çине кантрапа кăкарнă — халĕ вара иккĕмĕш çул ял çыннисен ĕнисене электрокĕтỹç «пăхать». Питĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ ĕне усракансем. Ялта сурăх усрасси йăлара мар. Качакасене вара çырмасене кăкараççĕ. Пĕвесенче тулли шыв пулсан та хур-кăвакал ишни курăнмарĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе юратакансем 4, 3, 2-шер ĕне тытаççĕ. Александр Павлов, Валерий Сергеев, Юрий Маков, Александр Ягудин, Александр Лукиянов, Николай Павлов, Анатолий Карпов, Василий Михайлов, Виталий Михайлов, Владимир Фомин, Анатолий Кузнецов çемйисем ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Александр Соколовăн уйрăм хуçалăхĕнче ĕне выльăх йышĕ тата нумай.

Валерий Сергеев, Александр Павлов, Александр Соколов, Юрий Маков хăйсен техникипе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, ватăсене çĕр ĕçĕнче пулăшу аллине тăсаççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Борис Тихомиров (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ырă ятпа таврара палăрнăччĕ. Хальхи вăхăтра ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать. Çумăрсем вăраха кайнăран ака ĕçĕсене вĕçлесшĕн тимлеççĕ арçынсем.

Михаил Павлов хресчен (фермер) хуçалăхĕ те ку тăрăхра ырă ĕçпе палăрать. Ытти çĕрти пекех арçынсем Мускава е ытти хуласене ĕçе çỹресси вăй илнĕ.

ПАЛЛĂ ÇЫНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔНЧЕ

ялти кашни мухтавлă çынна аса илесси ырă пулăм. Ял тăрăхĕнче ку енĕпе список хатĕрлеççĕ. Ял-йыш РСФСР тава тивĕçлĕ строительне Владимир Андреева, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Чи лайăх пионервожатăй» ятне илнĕ тата çутĕç вĕрентĕвĕн отличникне Луиза Егоровăна, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ Христофор Карпова, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Карпова, кире пуканĕ йăтассипе РФ спорт мастерне Андрей Иванова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторне Степан Лаврова, «Хисеп Палли» орденне илнĕ Александр Осипова, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Надежда Петровăна, Петр Алексеева, çар конфликчĕсене хутшăннă Владимир Карпова, ЧАССР тава тивĕçлĕ учительне Олимпиада Архиповăна, Совет кооперацийĕн отличникне Георгий Соколова пысăка хурса хаклаççĕ. Паллах, эпир аса илменнисем те тупăнĕç. Çавăнпа та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă мухтавлă ентешсен ячĕсене ял тăрăхне пĕлтерсен питĕ аван. Шăпах вĕсене халалласа баннерсем хатĕрлес ĕç пырать хальхи вăхăтра.

АЛ ĔÇ ĂСТАЛĂХĔ — АСАМЛĂХ ТĔНЧИ

«Илемлĕх тĕнчене çăлать», — тенĕрен ял хĕрарăмĕсем хĕллехи каçсене, пушă вăхăта пĕрре те ахаль ларса ирттерменшĕн тĕлĕнетĕн. Хĕрарăмсен шăпи кашнийĕн расна пулсассăн та, вĕсене ал ĕçĕн ăсталăхĕ пĕрлештерет, туслаштарать. Мĕнпе кăна интересленмеççĕ-ха вĕсем? Сăмахăма кавир тĕрлекенсенчен пуçлас. 30-40 çул каяллах Луиза Егоровăпа Мария Осипова пуçăннă çак çăмăл мар ĕçе. Унтан ăстасем çумне Надежда Архипова хутшăннă. Вăл халĕччен 25 пысăк кавир тĕрленĕ. Чылайăшне тантăшĕсене, тăванĕсене парнеленĕ. Килĕнче те кашни пỹлĕмрех. Кăçалхи хĕлле тата ăста алăллă хĕрарăм урайне сармалли 7 метрлă палас тĕрленĕ. Куçсем алчăраса каяççĕ, илемлĕ чĕрĕ çеçкесен ытамне лекнĕн туйăнать. Çавăн пекех хитре шальсем çыхать. Мĕн тĕслĕ çипрен кăна çыхмасть-ши пысăк тутăрсене.

— Ĕçĕ калама çук нумай, паллах. Çапах пĕр хăнăхсан алăран ярас килмест. Телевизор пăхнă чухне пушă ларса курман ĕнтĕ, — тет Надежда Михайловна.

Унăн кỹрши, Ольга Алексеева та кавир тĕрлессинче киленĕç тупнă. Вăл çак кунсенче çур çул тĕрленĕ ĕçе вĕçленĕ. 10-мĕш кавир унăн. Калас пулать, ăстасен мăшăрĕсем те арăмĕсене пулăшаççĕ. Галина Егорова, Клавдия Карпова, Лидия Карпова та тĕрĕ илемлĕхĕн тĕнчине путнă.

Чĕнтер çыхасси те вăйлă аталаннă. Ĕлĕкхи пек простынь, Турăм карри… çыхмаççĕ паянхи маçтăрсем. Çухасем, салфеткăсем, çĕнĕ модăна пăхăнса диван, кресло виткĕчĕсем, урай сарми кил-çуртри, беседкăри сĕтел-пукана илем кĕртеççĕ. Ку енĕпе Галина Кудрина, Лидия Карпова, Раиса Михайлова, Луиза Петрова, Алевтина Егорова, Людмила Смирнова, Елена Карпова чăн-чăн маçтăр. Вĕсемех вĕтĕ шăрçапа тĕрлеççĕ. Çак пултаруллă хĕрарăмсен ĕçĕсене пĕрре мар куравсенче кăтартнă. Светлана Михайлова вара хушпу, тухья тăвас енĕпе чапа тухнă.

Çакна палăртмасăр иртеймĕн, кашни çурт умĕнчи палисадниксенче чечексем ешереççĕ. Ваттисем те илемлĕхе хаклаççĕ, ял тирпейлĕхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code