Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсен тỹпи пысăк

Депутатсен тỹпи пысăк

Майăн 30-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ — Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Алина Васильева ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйту тавра калаçрĕç. Чи малтанах кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç халăх суйлавçисем — Елчĕк районĕн 2021 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта район бюджетне 4 хут улшăнусем кĕртнĕ — çакă тĕрлĕ отрасле аталантарма республикăран района каялла тавăрса памалла мар хушма укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă. Елчĕк районĕн бюджечĕн тупăшсен пайне 459988,8 пин тенкĕ (планпа палăртнин 101,5 проценчĕ) пурнăçланă. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕсем 450157,8 пин тенкĕпе (97,5 процент), профицит калăпăшĕ 9831 пин тенкĕпе танлашнă.

Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем 2022 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана (программăна) улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ. Асăннă плана иртнĕ çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă, сутмалли объектсене хушса ăна кăçалхи февраль уйăхĕнче улшăнусем кĕртнĕччĕ. Хальхи улшăнусем плана пушă ларакан шкул çурчĕсемпе вĕсен айĕнчи çĕр участокĕсене кĕртессипе çыхăннă: Исемпел тата Таяпа Энтри ялĕсенчи пушă ларакан шкул çурчĕсемпе вĕсен айĕнчи çĕр лаптăкĕсем, Таяпа Энтри шкулĕн гаражĕ. Шел пулин те, хупнă шкулсем çулран-çул юхăнса пырасси куç кĕрет. Юлашки вăхăтра ялсенче çуралакан ачасен шучĕ чаксах пынăран вĕсене тепĕр хут ĕçлеттерсе ярасси иккĕленỹллĕ. Объектсен хакĕсем те ытла çыртмаççĕ, вĕсене туянса хăйсен ĕçĕсене пуçарас текен хуçасем тупăнсан питĕ аван пулĕччĕ.

Малалла депутатсем Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн 2020 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчи 4Ỹ2-с, 2017 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи 20Ỹ7-с номерлĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç, «Елчĕк районне туса хунăранпа — 95 çул» асăну медальне хатĕрлесси çинчен калакан Положение çирĕплетрĕç.

Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ. Сăмахне вăл депутатсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунинчен пуçларĕ:

— Иртнĕ çулхи бюджет шайлашуллă. Районăн ăнăçлă аталанăвĕнче сирĕн тỹпе пысăк. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçтерес, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес, халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе эсир çулталăк тăршшĕпех сахал мар йышăну кăларатпăр. Çакă пысăк хака тивĕç.

Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code