Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш ятне çĕклекен

Чăваш ятне çĕклекен

Украинăри ятарлă çар операцийĕсене пурнăçлама хутшăнакан пирĕн ентеш — Патреккел ялĕнче çуралнă Сергей Борисович Миллин майор Раççей пуласлăхне сыхлассипе паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орден медальне илме тивĕçлĕ пулнă. РФ Президенчĕ В.Путин çак Указа кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.

…2006 çулта Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă С.Миллин çар çынни пулма ачаран ĕмĕтленнĕ. Шкул саккинчен тĕвĕленнĕ шухăша пурнăçа кĕртесси пĕтĕмпех хăйĕнчен килнине те лайăх ăнланнă çирĕп кăмăллă каччă Хусанти Хĕрлĕ Ялавлă танкпа командăн аслă çар училищин курсанчĕ пулса тăнă. Çар Уставне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакана аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах разведка взвочĕн командирĕ пулма шаннă. Вăл Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулинчи 7-мĕш танк уйрăмĕн бригадинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Ун хыççăн Свердловск облаçĕнчи 473-мĕш округри вĕренỹ центрĕн мотострелоксен вĕренỹ ротин командирĕ, контракт мелĕпе служба тивĕçĕсене пурнăçлакансене БТР-82А наводчик специальноçне алла илме хăнăхтарнă. Ытти командирсем хушшинче расна кăмăл уйрăмлăхĕпе палăрса тăракан офицер салтаксене хăй енчен май пур таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Çав вăхăтрах вăл вĕсенчен çар дисциплинине çирĕп пăхăнма ыйтать.

С.Миллин мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне ăста хоккеист, футболист, команда капитанĕ те хăй пулнă. Ỹркенмен каччă çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз хирĕнче çанă тавăрса вăй хунă, укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче тупăшни, ĕçре пиçĕхни ял çамрăкне çар вĕренĕвĕн малтанхи тапхăрĕнче йывăрлăхсене çĕнтерме те пулăшнă, паллах.

Маларах Сергей Миллина «Çамрăксене патриотла воспитани парассинчи çитĕнỹсемшĕн», «Çар службинче палăрнăшăн» (III степень) тата ытти медальсемпе наградăланă.

Маттур Елчĕк каччипе тивĕçлипе мухтанатпăр!

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code