Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Профессие чунтан парăннă

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать.

Тĕрлĕ шайри медперсоналăн уявне районти шурă халатлă сиплевçĕсем савăк кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Коллектива районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова, профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ Алевтина Ястребова, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Афанасьева саламлаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Надежда Афанасьева педиатр, хирурги уйрăмĕнчи Галина Немцева, Ирина Исаева медсестрасем, Алевтина Ястребова окулист тухтăр, хирурги уйрăмĕнчи Галина Яковлева медсестра, Валентина Мекшеева поликлиникăн аслă сестри. Кашнийĕшĕ хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Профессие чунтан парăннă шурă халатлă ĕçченсем коллективра та хисепре, пациентсем умĕнче те ырă ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code