РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн çак кунсенче районта Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор Григорий Сергеев пулчĕ, граждансене йышăнчĕ.
Çынсен ыйтăвĕсене пăхса тухнă çĕрте çавăн пекех ЧР Транспорт тата çул-йĕр министерствин, ЧР патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографин федераллă службин управленийĕн, прокуратурăн, район администрацийĕн ертỹçисем хутшăннă.
Район çыннисем республикăри тĕп федераллă инспектора панă ыйтусем ялсен экономикăпа социаллă аталанăвĕ пирки пынă. Калăпăр, «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автомобиль çулне тĕпрен юсасси пирки. ЧР Транспорт тата çул-йĕр министерствин хыпарĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн автоçула тĕпрен юсама укçа-тенкĕ пăхса хунă, проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ, ăна патшалăх экспертизи витĕр тухма янă.
Курнавăшсене пĕвене тасатасси, Елчĕксене Кĕçĕн Пăлапа Таябинка юхан шывсем урлă çакăнса тăракан кĕпере юсасси канăç памасть.
Граждансен мĕнпур ыйтăвне шута илнĕ, ăна контрольлесе тăраççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Г.Сергеев.