Çапла, кăçал пирĕн тăван республика 102-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ шучĕпе вуннăмăш пулчĕ. Вăл Шупашкарти «Амазони» этнопаркра иртрĕ.
Вăл чăннипех те Пĕтĕм чăвашсен пулнине акă мĕн çирĕплетнĕ: кăçал унта Раççейри 10 ытла регионта пурăнакан йăхташсен коллективĕсем килсе çитнĕ. Вĕсемсĕр пуçне Чăваш Енри юрă-ташă ăстисем те пулнă.
Акатуя Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев уçнă. Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин комитет председателĕ Анатолий Аксаков, регионсенчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертỹçисем хутшăннă. Олег Алексеевич сумлă уява пушă алăпа пыман. Ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнă маттур та пултаруллă специалистсене патшалăх наградисемпе чысланă. Çак сума республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсен пĕр ушкăнĕ те, чăвашлăх ĕçĕнче уйрăмах палăрни, тивĕçнĕ.
«Тăвансене хăна тума çăкăр-тăвар, тĕпел пур. Тур калашле, сыпса пăхма виçĕ алтăр сăра пур. Чуна уçса калаçмалăх хаксăр хаклă тăван пур», — çапла юрланă пирĕн несĕлсем. Чăвашсемшĕн Акатуй — сумлăх, чыслăх.
Районти культура ĕçченĕсем те Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне активлă хутшăннă. Вĕсем хăнасене хăйсен çуртĕнче районти этнокультурăн экспозицийĕпе паллаштарнă, пурте лайăх пĕлекен хисеплĕ ентешпе Геннадий Волков академикпе мăнаçланнине палăртнă. Чăваш апат-çимĕçĕпе, сиплĕ сăрипе сăйланнă май хăнасемпе пĕрле чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Уяв концертĕнче «Туслăх» халăх хорĕ, «Шуçăм» фольклор ансамблĕ тата «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнланă.
Елчĕксем спорт ăмăртăвĕсенче те чи хастаррисен йышĕнче пулнă. «Кĕрешỹ» наци ăмăртăвĕнче 80 кг çитичченхи виçере Александр Федоров бронза медале тивĕçнĕ. 80 кг пысăкрах виçере вара Александр Ефимов ылтăн медале çĕнсе илнĕ.
Кăçал Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем Куславкка районĕнче те иртнĕ. Ку тăрăхра «Атăл-Куславкка» автоçула уçнă. 9 километр çула «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юсанă. Куславккара уяв лапамĕ Атăл çыранĕнче вырнаçнă. Унта суту-илỹ ярмăркки, пултарулăх бульварĕ ĕçленĕ. Йăлана кĕнĕ Пулă яшкин фестивалĕ те иртнĕ. Атăл хĕрринчи «Кайăк вĕçевĕ» ятлă вырăна нумай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăрсемпе тин кăна çемье чăмăртанă çамрăксем пухăннă. Аслисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалли вăрттăнлăхĕсене уçнă. Уявра ятсăр пỹрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнакансен туйĕ уйрăмах асра юлассине палăртнă.
Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕксем Акатуйра.