Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чи лайăх фельдшер

Чи лайăх фельдшер

Нумаях пулмасть республикăри «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Унта врачсемпе медицина специалисчĕсем хутшăннă. «Васкавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх фельдшерĕ» номинацире Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕнче тăрăшакан Алена Шляпина çĕнтернĕ.

Алена Владимировна васкавлă пулăшу тытăмĕнче хăйĕн опытне пуянлатса пырать. Вăл çемйипе Елчĕкре пурăнать. Мăшăрĕпе 3 ача ỹстереççĕ вĕсем.

Сăн ỹкерчĕкре: Алена Шляпинăна ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов диплом парса чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code