Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв савăнăç çеç кỹтĕр

Шыв савăнăç çеç кỹтĕр

Çанталăк шăрăх тăнă май республикăра çынсем шывра путасси палăрмаллах ỹснĕ. Асăрханусăр пулни, ишме пĕлменни, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, кĕçĕн çулти ачасем хăйсем тĕллĕн шыва кĕни е вĕсене çыран хĕррине пĕччен хăварни, пĕвене, юхан шыва ỹсĕрле чăмни час-часах пысăк инкекпе вĕçленет.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш енри юхан шывсемпе кỹлĕсенче 17 çын, çав шутран 3 ача, путса вилнĕ.

Шыва кĕме кайсан çак сĕнỹсене шута илер. Шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕмелле. Сывлăш температури — 25, шыв температури 22 градусран кая пулмалла мар. Ытла шăрăхра, пĕлмен вырăнта тата тухтăр ирĕк паман пулсан шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тỹрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ỹт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тỹрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пỹлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ хыççăн та шыва тỹрех кĕресрен тăхтăр.

Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр. Тытамакпа е ытти чирпе аптăракан, тăнĕсене час-час çухатакан çынсен шыва вуçех те кĕме юрамасть.

Эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн та ан кĕрĕр шыва. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Юхакан шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Сывлăш тултарнă хатĕрсене те ытлах шанма юрамасть.

Шыва кĕни хурлăх мар, савăнăç анчах илсе килтĕр.

Виталий РЫБКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code