Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кĕр! кĕрлерĕ тутар çĕрĕ çинче чăваш уявĕ

Кĕр! кĕрлерĕ тутар çĕрĕ çинче чăваш уявĕ

Иртнĕ канмалли кун районти пултарулăх ушкăнĕсем – Патреккелти, Елчĕкри халăх хорĕсем (ертỹçисем Геннадий Борисовпа Евдокия Егорова), Тỹскелти культурăпа кану центрĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕпе «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ (ертỹçи Иван Шурбин) Тутарстан Республикинчи Сиктĕрме – Хусанкай ялĕнче, пирĕн мухтавлă поэт Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă чăваш культурин уявне çитсе килчĕç.

Уявра Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских, РФ коммунистсен партийĕн ертỹçи Геннадий Зюганов, Тутар, Чăваш Республикисен Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем Фарид Мухаметшинпа Леонид Черкесов, Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Дмитрий Самаренкин, «Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Иван Казанков, вырăнти муниципалитет пуçлăхĕ Александр Никошин, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Петĕр Хусанкайăн ывăлĕ, Раççей филологĕ, литература критикĕ, публицисчĕ Атнер Хусанкай тата ыттисем те йышлăн хутшăнчĕç.

Уяв программи чăннипех те пуян пулчĕ. Ирхине сакăр сехетрех Петĕр Хусанкай музейĕн алăкĕсем яри уçăлса экскурсие кĕрсе курма йыхăрчĕç. Ял хуçалăх техникин выставки тĕрлĕ экспонатсемпе пуян пулни тĕлĕнтерчĕ. Курав лаптăкĕсем «Акăшсен кỹлли» тата «Чĕрчун тĕнчи», «СССР 100 çулта» парк питех те килĕшрĕç. Чăваш хутлăхĕсен авалхи çурчĕсен экспозицийĕсем «Çĕр пỹрт», «Хура пỹрт», «20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи çурт», «Шыв арманĕ», «Çил арманĕ» Çĕнĕ Сăварăн кăнтăр енче вырнаçнă. Çавăн пекех чăвашсен авалхи йăли-йĕркине кăтартакан инсценировкăсем – ырлăхпа тыр-пул çинчен кĕлтуни «Учук», тыр-пулшăн тав туни «Чỹклеме» хăнасене уйрăмах тыткăнларĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ йĕркеленĕ ăна. Картишсенчи «Çуралнă ачана ят пани», «Салтак ачине ăсатни», «Улах», «Туй», «Ниме»… чун-чĕрере ырăлăх, мăнаçлăх çуратрĕ.

Эх, кĕрлерĕ-тĕк кĕрлерĕ тутар çĕрĕ çинче чăваш уявĕ! Тĕрлĕ ăстасен ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ, суту-илỹ урамĕнче эколавккасен пуянлăхĕсемпе интереслентĕмĕр, тĕрлĕ çĕртен килнĕ чăвашсен 100-е яхăн ушкăнĕсен йышĕнче утма тỹр килни тата! 4 сцена çинче пĕр харăсах тĕрлĕ фестиваль-конкурссем те хăйсем патне чĕнчĕç. Пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем вĕсене хутшăнса тĕрлĕ Тав хучĕсем, парнесем илме тивĕç пулчĕç. Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» купăсçисем «Выля, хут купăс!» тупăшура «Чи лайăх купăсçă» номинацире çĕнтерчĕç. «Шуçăм», «Туслăх», «Гармония», «Тускил» ушкăнсем «Юрла чăвашла» конкурсра чи пултаруллă юрă ăстисен хушшинче ăмăртса I степень лауреат, «Чи лайăх фольклор ушкăнĕ» ятсене тивĕç пулчĕç. Пысăк сцена çинче эпир «Анкарти» юрăпа уяв халăхне савăнтартăмăр.

Мĕн тери илемлĕ те мăнаçлă чăваш уявне йĕркеленĕ кỹршĕри Чăваш наципе культура автономин, Чăваш наци конгресĕн, вырăнти муниципалитетăн тата «Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем! Уява килнĕ кашни хăнана кучченеçпе ăсатрĕç кỹршĕллĕ хаклă тусăмăрсем.

Алина ЕРМОЛАЕВА. Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕксем – уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code