Чăваш Енри пушар надзорĕ республикăри 18769 объекта, нумай хваттерлĕ 10 пин ытла çурта сăнаса тăрать.
Кăçал пушар надзорĕн специалисчĕсем 199 объекта тĕрĕсленĕ, 860 çитменлĕх тупса палăртнă. 79 предписани çырнă.
120 çын, 77 ертỹçĕ, 1 предприниматель, 8 предприяти тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен 486 протокол çырнă.
Кăçал пушарсен шучĕ — 15 процент, вилекенсен шучĕ икĕ хут чакнă.10 çул каялла çулталăкра вут-çулăмра 150 яхăн çын пурнăçĕ татăлнă тăк, халĕ — 80 яхăн çын.
Кăçалхи ултă уйăхра республикăра 827 пушар пулнă. Çулăмра 39 çын пурнăçĕ татăлнă, 47-ĕн аманнă. Вăрманта 6 хут пушар тухнă, 1,67 гектар çуннă.
Пушар надзорĕн хĕрỹ линийĕ: 39-99-99.