Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Хир ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ

Хир ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ

Паян кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ. Лару-тӑрупа паллашас тĕллевпе Петр Скворцов ертсе пыракан «Прогресс» хуçалăхра пултăмăр. «Акрос» тата «Дон-1500» комбайнсем ăмăртса ĕçлени кăмăла çĕклерĕ. Валерий Куприянов, Сергей Муллин, Анатолий Афанасьев, Виталий Дмитриев, Дмитрий Марков, Петр Колсанов комбайнерсем ку е́çре паха опыт пухнá. Владимир Воронцовпа Леонид Иванов КСУ-1 агрегатпа тырра вырса паккуса хываççĕ.

— 2146 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене паянхи кун тĕлне 1719 гектар 70 пин центнер çапса тĕшĕлерĕмĕр, — кăмăллăн пĕлтерет Александр Владимиров агроном.

Вырма вăхăтĕнче ĕç кал-кал пыни водительсемпе механизаторсенчен те нумай килет. Николай Романов, Владимир Соловьев, Александр Егоров, Алексей Колсанов, Алексей Мамонтов, Валерий Выйгетов водительсем çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтеме вăхăтлă турттарса тăраççĕ. Тырра алласа сортлакан ĕçченсем те хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

«Прогрессем» кĕрхи культурăсене акассипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кунта Валерий Охотин механизатор, унăн пулăшуçи Геннадий Николаев, Юрий Николаев водитель пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Тĕш тырра 1200 гектар çинче акма планланă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 397 гектар çинче акса хăварнă.
Хуçалăхра выльăхсене хĕл каçма апат хатĕрлессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне 292 тонна утă, 9500 тонна сенаж хатĕрленĕ.
Геннадий Куприяновпа Александр Антонов механизаторсем кĕрхи çĕртме сухи тăвассипе тимлеççĕ — паянхи кун тĕлне 305 га пурнăçланă. Кĕр тыррисене акма 1000 га çĕр (планпа 1200 гектар пăхса хăварнă).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code