Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнтерỹçĕсене хавхалантарнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинчи иртнĕ çулхи тухăçлă ĕçĕн çĕнтерỹçисене палăртнă.

Вĕсене хавхалантарма республика бюджетĕнчен кăçал 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Правительство комиссийĕн йышăнăвĕпе укçа-тенкĕне виçĕ муниципалитет пĕрлешĕвне пайланă. Хула округĕсем тăрăх Канаш мала тухнă, ăна 1415,0 пин тенкĕ уйăрнă. Муниципалитет районĕсемпе округĕсенчен Çĕмĕрле муниципалитет округĕ мала тухнă, 4514,0 пин тенке тивĕçнĕ. Кăштах кăна кая юлса иккĕмĕш вырăнта — Елчĕксем. Района 4071,0 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕне администрацисем вырăнти ыйтусене татса панă çĕрте усă курма пултараççĕ.

Кĕрхи культурăсем акаççĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче техника шавĕ самантлăха та лăпланмасть.

Уйсенче тĕрлĕ ĕçсем пынипе пĕрлех кĕрхи культурăсем те акаççĕ. Ăна кăçал 500 гектар çинче акма палăртнă. Леонид Головин механизатор çĕр хатĕрленĕ çĕрте пысăк хастарлăх кăтартать. Çĕнĕ йышши ака агрегачĕпе çирĕп вăй-халлă та пултаруллă Владимир Васильев тăрăшать. Алексей Васильев, Николай Головин водительсем тырă, удобрени турттараççĕ. Владимир Абрамов акнă лаптăка пусăрăнтарсах пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code