Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăхĕпе палăрать

Хастарлăхĕпе палăрать

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче чылай çул водительте тăрăшакан Алексей Васильев хастарлăхĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл хăйне шанса панă кирек мĕнле ĕçе те яваплăхпа, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Алексей Васильевич ака вăхăтĕнче агрегатсем патне вăрлăх, минераллă удобрени, вырмара комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарать. Хальхи вăхăтра хуçалăхра кĕрхи культурăсем акнăран А.Васильев водитель те кунтах. Тĕрлĕ рейссем пурнăçлать хастар водитель. Унăн ĕçĕпе хуçалăх правленийĕ те кăмăллă.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Васильев водитель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code