Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççейпе пĕрле пулма

Раççейпе пĕрле пулма

Луганск, Донецк республикисенчи, Запорожье тата Херсон облаçĕсенчи ертỹлĕх Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне хăйсене Раççей йышне кĕртме ыйтупа тухнă хыççăн асăннă территорисенче сентябрĕн 23-27-мĕшĕсенче референдум иртнĕ.

Халăхăн суйлава хутшăнаслăхĕ çỹллĕ шайра пулнă: ДНР-97,51 процент, ЛНР-94,15, Запорожье облаçĕ — 85,40, Херсон облаçĕ — 76,86 процент.

Сасăлакансен йышĕ 2014 çулта хирĕç тăру пуçланиччен те 50 процентпа танлашнă.

Асăннă территорисенче пурăнакансен Раççейпе пĕрлешес кăмăлĕ пысăк пулнине çак цифрăсем те лайăх çирĕплетеççĕ: ДНРта граждансен 99,23 проценчĕ, ЛНРта — 98,42, Запорожье облаçĕнче-93,11, Херсон облаçĕнче — 87,05 проценчĕ Раççейпе пĕрле пулма ĕмĕтленсе сасăланă.

Националистсем референдума хутшăнакансене хăратнă пулсан та халăх сасăлава хутшăннă.

Референдума вырăнти çынсем 8 çул кĕтнĕ, вĕсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă.

Хĕç-пăшалтан пĕр чарăнми пенинчен, пусахланинчен ывăннă халăх Раççей хăйне пăрахмасса, мирлĕ çынсене нацистсен пусмăрĕнчен хăтарасса чунтан ĕненет, шанать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code