Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ медале тивĕçнĕ

Икĕ медале тивĕçнĕ

Ентешĕмĕрсем кирек ăçта пурăнсан та район ятне çỹллĕ шайра тытаççĕ, тĕрлĕ сферăра тăрăшса ят-сум çĕнсе илеççĕ.

Елчĕк ялĕнче 1987 çулта çуралнă Андрей Сапожников шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх академийĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Академи хыççăн çар ретне тăнă. Кунта вăл пушарнăй-çăлавçă специальноçне алла илнĕ. Çакăн хыççăн каччă хăйĕн малашлăх профессине палăртнă та ĕнтĕ.

Çартан таврăнсан Андрей пушар хурал уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă. Вăхăт иртнĕ май пĕлĕвне Иваново хулинчи пушарпа çăлав академийĕнче тарăнлатнă. Тăрăшуллă ĕçне кура служба картлашки тăрăх ỹссех пынă ентешĕмĕр — паянхи кун вăл Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ятарлă пушар-çăлав пайĕн дежурнăй сменăн аслă ертỹçинче, аслă инженерта вăй хурать.

2011 çултанпа пушар хурал службинче тăрăшакан çамрăк «Пушарта хăюлăхпа палăрнăшăн» медале икĕ хут та тивĕçме ĕлкĕрнĕ.

— Андрей шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хастарлăхпа палăратчĕ, ачасен «Млечный путь» КВН юхăмĕн активистĕччĕ, команда капитанĕччĕ. Пысăк тавçăрулăхĕпе, уçă та ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе вăл ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ, — палăртать шкул директорĕ Лариса Васильева.

А.Сапожников мăшăрĕпе — Анастасийăпа (вăл тухтăр пулса ĕçлет) ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Артем виççĕмĕш класра вĕренет, ỹссе çитсен вăл та ашшĕ пек пушарнăй пулас ĕмĕтлĕ. Василиса ача садне çỹрет.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Андрей Сапожников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code