Районти тĕп библиотекăра Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 15 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕнче бюджета хатĕрлессине тата пурнăçлассине шайлаштаракан Положение çирĕплетрĕç. «Елчĕк муниципалитет округĕнче Раççей Федерацийĕн налуксемпе сборсем çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине хунă налуксене шайлаштарас ыйтусем çинчен» Положение те çирĕплетрĕç халăх суйлавçисем. Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç. Йышăнусен проекчĕсемпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ.
Халăх суйлавçисем çавăн пекех Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕ 2011 çулхи майăн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 6/3-с номерлĕ «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи муниципаллă должноçсене тата муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакан ĕçченсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тытса тăрасси» çинчен калакан йышăнăва, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Тăрăм, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕн 2011 çулхи майăн 20-мĕшĕнчи 6/1, 6/2, 7/2, 6/2, 6/1, 2/1, 6/2, 3/2, 7/1 йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç, муниципалитет округĕн административлă комиссийĕн йышне çирĕплетрĕç.
Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
(Хамăр корр.).