Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризаци тухма — кану кунĕ

Диспансеризаци тухма — кану кунĕ

Ĕçлекен граждансен сывлăхне сыхлас, вĕсен чирĕсене тĕпчесе маларах тупса палăртас тĕллевпе йĕркелекен диспансеризаци валли çулталăкра 1 кану кунĕ илме ирĕк пур. Маларах çакăн пек 1 куна виçĕ çулта пĕр хутчен панă.

РФ Патшалăх Думин виççĕмĕш вулавĕпе РФ Ĕç кодексне кĕртнĕ тỹрлетỹре: «40 çул тултарнă тата аслăрах çулхи ĕçлекен çынсем çулталăкра 1 ĕç кунне диспансеризаци валли усă курма пултараççĕ», — тесе палăртса çырса хуни пур.

Диспансеризаци тĕрĕслевне тухма илнĕ «кану» кунне ĕçлекен çыннăн медицина учрежденийĕнчен панă справкăпа çирĕплетмелле.

Апла пулин те хальхи вăхăтра ĕç паракансем ĕçлекенсене пур чухне те диспансеризаци тĕрĕслевне тухма кун уйăрса памаççĕ. Çапла çынсем хăйсен шучĕпе кану илсе диспансеризацие хутшăнаççĕ, çавна май вĕсен ĕç укçи чакать. Ку чухне нумайăшĕ диспансеризаци ĕçне хутшăнаймасть. Çакă вара вăраха кайнă тата ытти хăрушă чирсене малтанхи тапхăрсенче тупса палăртассинче чăрмав кăларса тăратать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code