Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтавлă ятсем манăçмаççĕ

Мухтавлă ятсем манăçмаççĕ

Çĕр çыннине чыслас тĕллевпе шăматкун районта пулса курнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕнче пуçару бюджечĕн программипе вăя кĕнĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Паттăр ентешсен аллейине тата çĕнĕ спорт лапамне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕç.

Аслă Пăла Тимеш ялĕ çак кун нумай çынна пуçтарчĕ: хуларан ятарласа килсе çитнĕ паттăр ентешсен ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем, ытти çывăх çыннисем, таврари ялсенчен те ватти-вĕтти юлман-тăр. Чăваш Республикин Гимнне саксем çинче ларакан ватăсем те ура çине тăрса пурте пĕр харăссăн янăратнă хыççăн Анна Портнова ертсе пыракан митинг уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Унăн кашни сăмахĕ витĕмлĕ, чĕрене тивмелле пулчĕ: «Совет Союзĕ шайĕнче палăрнă Ленин орденлă «Победа» колхозра ĕçпе чапа тухнă, «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ сакăр çĕр ĕçченĕ тата Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Совет Союзĕн Геройĕн Семен Андреев ячĕпе халĕ çак вырăнта çĕкленсе ларнă палăк кирек хăш çын чун-чĕрине те мăнаçлăх кỹме пултарнине пĕлсе тăратăп. Гранит палăксем çине халĕ ĕнтĕ ĕмĕрлĕх ылтăн сас паллисемпе çырăннă мухтавлă ятсем нихăçан та манăçмĕç. Малашне çак вырăн тĕрлĕрен митингсемпе паттăрлăх урокĕсене ирттермелли, паллă кунсене уявламалли вырăн пулса тăрасса шанатăп», — терĕ вăл.

Кĕтнĕ самант — хĕрлĕ хăйăва касса аллейăна уçни савăнăçлă та, хумхануллă та пулчĕ. Чи малтан унта Сергей Артамоновпа Юрий Попов, вĕсемпе пĕрле Социализмла Ĕç Геройĕсен — Иван Алексеевич Михайловскипе Василий Григорьевич Свекловăн ывăлĕсем — Василий Ивановичпа Николай Васильевич мухтавлă ентешсен ячĕпе çамрăк чăрăш хунавĕсене лартса хăварчĕç. Василий Васильевич Зайцевăн хĕрĕ — Антонина Васильевна та çак сăлтавпа çуралса ỹснĕ тăван ялне килсе çитнĕскер, пуçаруçă-ертỹçĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмахсем каларĕ, малашнехи çăмăл мар ĕçре вĕсене ăнăçусем сунчĕ.

…Сăмах май каласан, иртнĕ ырă вăхăтри «Победа» колхозăн ят-сумĕ халĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ. «Турта» пуçне тăнă çирĕп шухăш-кăмăллă ертỹçĕ — Николай Александрович Головин ĕçе тухăçлă йĕркелесе яма пултарнипе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕн малтанхи мăнаçлăн илтĕнекен ятне те çĕнĕрен тавăрчĕ. Вите тулли сĕтлĕ ĕне тытакан, самăр ĕне выльăх çитĕнтерекен, фермăра çулсерен çĕнĕ йышши витесем çĕклесе лартма вăй-халпа теветкеллĕх çитерекен ертỹçĕ кăçалхи январь уйăхĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче ял хуçалăх ĕçĕн организаторĕ, Василий Зайцев «çăлтăрлă председатель» çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттернĕ асăну каçĕнче Паттăр ентешсен аллейине уçма сăмах панине ĕçпе çирĕплетсе пачĕ. Аллейăна «Пуçару бюджечĕн» программипе вăя кĕртнĕ пулин те, йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса парас тата ĕçе çỹллĕ шайра пурнăçлас тесе ырă чун-чĕреллĕ ертỹçĕ хăй укçи-тенкине те сахал мар тăкакланă. Çакна ял халăхĕ те лайăх пĕлет, ăнланать.

— Ял-йыш хисепĕ укçаран хаклăрах. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле çак пархатарлă ĕçре пиçĕхме, çитĕнекен ăрушăн, ĕç паттăрĕсен çывăх çыннисемшĕн асăнмалăх-савăнмалăх палăк лартма хутшăнма хама шăпа пỹрнĕшĕн, чăннипех, мăнаçланатăп, — терĕ Николай Александрович…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code