Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Маларах йĕркелеççĕ

Маларах йĕркелеççĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕ — ачасене право пулăшăвĕ памалли кун. Кăçал вăл кану кунĕсемпе пĕр килнĕрен республикăра ăна ноябрĕн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Çак кун юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе йышăнусем йĕркелеççĕ. Çакăн евĕр йышăнусем халăха патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрсенче те иртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code