Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕç пысăк яваплăх ыйтать

Кашни ĕç пысăк яваплăх ыйтать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнче кашни куншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ыйтусене — кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче бюджета мĕнле пурнăçлани, унсăр пуçне, çулталăк вĕçленсе пынине шута илсен, вĕсенче тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта кил-çуртсенче пушар тухассине асăрхаттарас тĕлĕшри мерăсем, чир-чĕртен асăрханса профилактика прививкисене тăвасси çинчен сỹтсе яврĕç. Сăмах май каласа хăвармалли тата та тупăнчĕ.

Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Ирина Теллина каласа кăтартнинчен çакă паллă пулчĕ: ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупăшсен енĕпе илсен ял тăрăхĕсенче бюджета 81,1 процент (100,4 миллион тенкĕлĕх) пурнăçланă. Харпăр хăй тупăшĕсен хисепĕ 17,9 миллион тенкĕпе (çулталăкра пурнăçланмалли планăн 98,2 проценчĕ) танлашнă. Тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарассине ял тăрăхĕсенче мĕнле йĕркелени экран çинче кăтартнă слайдсенчен ал тупанĕ çинчи пекех уççăн курăнчĕ: çĕрпе усă курнăшăн тỹлемелли налукпа хальлĕхе 53,3 процент, пурлăх налукĕпе 26,9 процент анчах татăлнă. Вĕсене вара пурин те декабрĕн 1-мĕшĕччен тỹлеме ĕлкĕрмелле.

Пушар пирки калаçу пуçарсан та, чун сехĕрленет. Ятарлă служба ĕçченĕсем вут-çулăмран асăрханмалли профилактика мероприятийĕсене вырăнсене тухса йĕркеленине, ку чухне вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсемпе, ăнăçсăр çемьесенчи çынсемпе уйрăммăн тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсене йĕркеленине пĕлетпĕр. Апла пулин те куçа курăнса килмен инкек-синкекпе тĕл пулма тиветех. Сергей Сардаев аслă инспектор палăртнă тăрăх, район территорийĕнче кăçалхи çак тапхăрта та 20 пушар тухнине регистрациленĕ, çав шутран 14-шĕ килти хушма хуçалăхсенче пулнă. Вут-çулăмăн алли вăрăм — тăкакĕ 1 миллион та 300 ытла пин тенкĕпе танлашнă, 2 çын вилни вара — чи хăрушши.

Май пулнипе усă курса Сергей Сардаев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăрушлăха асăрхаттарас тĕллевпе пушар сигнализацийĕсем вырнаçтарас ĕçе хăвăртлатма кирлине тепĕр хутчен аса илтерчĕ. Унсăр пуçне, инкек-синкек пулсан шыв башнисемпе пĕвесенчен чăрмавсăр шыв тултармалли майсемпе тивĕçтерме ыйтрĕ.

Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Светлана Петрянкина грипп чирĕнчен асăрханса прививка тăвас ĕç мĕнле пыни çинчен чарăнса тăчĕ. Районта пурăнакансен 60 процентне (9268 çын) иммунизаци витĕр кăлармалла пулсан, хальхи вăхăтра палăртнине 46,8 процент (4338 çын) пурнăçланă. Профилактика мероприятине декабрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе вакцинаци тăвассине коллективсене тухса йĕркелеме ыйтрĕ. Вăхăта ырана хăвармасăр, каланă хыççăнах район администрацийĕн, вĕсемпе пĕрле вĕренỹ тата социаллă хỹтлĕх пайĕсен ĕçченĕсем ĕç вырăнĕсенчех прививка тутарма пултарчĕç. Коронавирус чирĕ те хăй пирки манма памасть, асăрханма хистет.

Паллах, ытти ыйтусем те — пуçару бюджечĕпе пурнăçланакан проектсене ĕçе кĕртесси, строительствăпа юсав ĕçĕсене вĕçлесси, «Самозанятость» программăпа килĕшỹллĕн вăя кĕрекен ĕçсене хутшăнасси, кĕркуннехи призыв кампанийĕ, хальхи вăхăтри тĕттĕм каçсенче ялсене çутăпа тивĕçтересси… чи кирли пулса тăраççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code