Республикăри аграрисем иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хăйсен професси уявне — ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тунă. Елчĕк тăрăхĕн сумлă делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Вăл республикăри аграрисене палăртнă тĕллевсен пысăк пайне пурнăçланăшăн тав тунă. Май пулнипе усă курса ял хуçалăх отраслĕн производствине тивĕçлĕ тỹпе хывакан килти хушма хуçалăхсене (вĕсем сахаллăн мар, республикипе илсен 233 пин шутланаççĕ) хăйсен ĕçне малашне тата тухăçлăрах тăвасси, ку чухне патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе производствăсем йĕркелесси çинчен чарăнса тăнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă сăмахĕсенче те çак шухăш йĕрленнĕ. Вăл хальхи вăхăтра АПК тытăмĕнче 26 пин ытла çын вăй хунине, вĕсен пурнăç шайне тата лайăхлатас тесе кăçал тĕрлĕ программăпа ялсене аталантарма 6,5 миллиард тенкĕ укçа куçарнине, унпа усă курса 940 проект пурнăçа кĕртме палăртнине аса илнĕ.
Сергей Артаманов аграрисен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртнă: республикипе илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1 миллион тонна ытла е кашни гектар пуçне шутласан 34 центнер пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай, сĕт туса илесси те ỹснĕ. Сулмаклă кăтартусене çывхартассинче Елчĕк районĕнчи тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ. Елчĕксем вара хирте çитĕннĕ тырăпа мухтанма хăнăхман, ăна кĕлете мĕн чухлĕ пухса кĕртнине малти вырăна хураççĕ. Çапла майпа черетлĕ çулталăкра та ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 85798 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 36,8 центнерпа танлашнă. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче вара 1 гектартан алла илнĕ тухăç тата ытларах: «Сатурн» ЯХПКра вăл — 57,5, Елена Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 56, «АСК-Яльчики» ОООра 50, «Рассвет» ЯХПКра 44,3 центнер пулнă. Район ял хуçалăх культурисене палăртнă чухлĕ лаптăкра туса илесси çинчен ЧР Ял хуçалăх министерствипе çирĕплетнĕ килĕшĕве те кашни çул туллин пурнăçа кĕртет.
Уяври тĕп самант малта пыракансене чысласси пулнă. 34601 гектартан пуçласа 54000 гектар таран ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче Елчĕк районĕ кăçал та III степень Диплома тивĕçни — пысăк чыс. Республикăри чи тухăçлă ĕçленĕ ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче те пĕрремĕш вырăна Елчĕк районĕнчи «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçи — Юрий Викентьев) тивĕçнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çав кунах Правительство çуртĕнче пулса иртнĕ тĕл пулура ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунă ял çыннисене патшалăх наградисемпе чысланă. «Пирĕннисем» çак йышра та темиçен. Агрохими службин районти тĕп агрохимикне Сергей Волкова, «Эмметево» ОООри Петр Никифоров выльăх-чĕрлĕх пăхакана «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем пани, кашни çул тухăçлă тыр-пул туса илекен «Рассвет» ЯХПКра тĕп агроном пулса вăй хуракан Виктор Цыганова РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Тав çырăвĕпе чыслани, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинчи тĕл пулура Павел Данилов министр район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Владимир Петрова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ята тивĕçнĕ ятпа саламлани те, паллах, малашнехи ĕçре те ỹсĕм-çитĕнỹ тума хавхалану кỹме тивĕçлех.
Светлана АРХИПОВА.