Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕ: карантин вĕçленмен!

Кайăк-кĕшĕк грипĕ: карантин вĕçленмен!

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

Кирек мĕнле ыйтăва та пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан çеç ăнăçлă татса пама пулать. Кайăк-кĕшĕк грипне хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе те çавах. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева каланă тăрăх, ветеринари специалисчĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем йĕркелекен мероприятисене уйрăм çынсем ăса хывманни шухăшлаттарать. Хăш-пĕр ялсенче хур-кăвакалсене ирĕкре çÿретекенсем халĕ те пур-ха. Çакна, çине-çинех пĕлтернĕ, асăрхаттарнă пулин те, тепĕр хутчен аса илтерсе хăварасшăн: килти кайăк-кĕшĕке, чăх-чĕпе уйрăм карта-витере усрамалла, урама кăларма пачах юрамасть. Карантин вăхăчĕ вĕçленмен-ха…

Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Зинаида Яковлева пенси саккунĕн проекчĕпе – ÿсĕме ĕçе кĕртсе куçăм тапхăрĕпе пурнăçлани пирки ăнлантарса пачĕ. Улшăнăва ĕçлекенсен йышĕ чакнипе, пенсионерсен шучĕ ÿснипе сăлтавланă. Тÿрех каламалла: вăй питти ÿсĕме пысăклатмалли программа хальхи пенсионерсене пырса тивмест. Вĕсемшĕн нимĕн те улшăнмасть, пенси виçине пысăклатнине шута илмесен, паллах. Вăй питти ÿсĕме майĕпен пысăклатса пыраççĕ. Вăл чи малтанах 1959 çулта çуралнă арçынсене тата 1964 çулта кун çути курнă хĕрарăмсене пырса тивет. Вĕсем пенсионерсен йышне 61 тата 56 çул тултарсан е 2020 çулта кĕреççĕ.

Асăннă ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хăйĕн шухăшне палăртрĕ:

– Çын ĕçпе пурăнать, унсăр пуçне обществăра хастар пулни те куллен хавхалану кÿрет. Малашлăха пысăк шанăçпа пăхмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалпа. Алă усса ларни, сÿрĕк кăмăллă пулни пурăнас çулсене хавшатать çеç.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Марина Павлова ял тăрăхĕсенче кăçалхи çур çулта налук пуçтарассин куçăмлăхне çутатрĕ. Шел пулин те, татман парăмсем пĕчĕк мар. Уйрăм çынсенчен налук пуçтарассипе Елчĕк, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсем юлса пыраççĕ. Çĕр, транспорт налукĕсене хывассипе те асăннă тата ытти хăш-пĕр коллективра çине тăрса ĕçлени кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code