Район центрĕнчи çĕнĕ микрорайона — Мир урамне илсе çитерекен территорие хăтлăлатас тĕллевпе иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче пысăк ĕçе анлăн йĕркелесе янă пулнă. Патшалăх программипе 2021 çулта пурнăçлама уйăрнă 6 миллион та 326 пине яхăн укçа-тенке ăнăçлă ĕçе кĕртни çинчен хаçатра каласа та кăтартнăччĕ. 2022 çула куçнă юлашки тапхăрпа пурнăçламалли ĕçсене вара малтан палăртнă пекех, октябрь уйăхĕнче вĕçленĕ. Районăн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне пысăк парне пекех пулнă çакă.
Территорие хăтлăлатас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ проектпа смета документацийĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 15 миллион та 412 пин тенке яхăн пулнă. Пысăк ĕçе пурнăçлама йышăннă «Стройэнергосервис» ООО коллективĕ (директорĕ — Александр Нягин) те шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларнă. Владимир Нягин прораб ертсе пынипе пĕрремĕш çулхи сезонра 800 метр инçĕшне тăсăлакан пулас тротуарăн никĕсне хывнă, электричество кабелĕсене хывса хăварнă, светильниксем вырнаçтарнă,1483 метр чухлĕ бордюр хывнă, чечек лартса ỹстермелли вырăнсене паллă туса уйăрнă, кăçалхи çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта вара тротуар пулакан вырăна брусчатка сарнă, ларса канмалли саксем вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартса хăварнă.
…7 çухрăма яхăн тăсăлакан, нумай автомашина хĕвĕшекен Елчĕк-Аслă Елчĕк автоçулăн хĕррипе тротуар кирли малтанах паллă пулнă. Мĕншĕн тесен çак çĕнĕ урамра обществăлла çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленсе ларнă май пысăк çул хĕррипе çуран утакан çынсем нумайлансах пынă. Хăрушлăх пирки, çул çинче инкек пулма пултарасси çинчен манса ача-пăча та çул хĕррипе нумай хутчен утнă. Уйрăмах çĕрлехи вăхăтра, кĕркуннехи тĕттĕм кунсенче çул хĕррипе утма хăрушă пулни çинчен калаçнине район ертỹлĕхĕ «илтни», тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем туни — чи кирли.
Палăртнă тĕллеве пурнăçлама вара юлашки çулсенче Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕрекен федераци шайĕнче çирĕпленнĕ ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи пулăшнă…
ШУХĂШ
Наталия ПЕТРОВА,
«Шевле» ача сачĕн заведующийĕ, Мир урамĕнче пурăнакан:
— Кулленхи ĕçпе район центрне кайнă, килнĕ чухне нумай çын хальхи вăхăтра çак анлă тротуарпа утнине курма пулать. Тĕттĕм вăхăтра кăнтăрлахи пекех çап-çутă çуталса ларакан вырăна ĕç хыççăн та ушкăнпа уçăлма тухатпăр.
Тротуар пулни ача садĕнчи шăпăрлансене те пысăк савăнăç кỹчĕ. Çак тапхăрта вĕсем хăйсен воспитателĕсемпе район центрĕнчи паллă вырăнсемпе паллашма темиçе хутчен те экскурсире пулса курчĕç. Утса ĕшеннĕ хыççăн вĕсем меллĕ саксем çине ларса канма, тавралăха сăнама пултараççĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.