Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейлĕ амăшĕ

Телейлĕ амăшĕ

Район администрацийĕн юридика службин начальникĕ Татьяна Филимонова 3 ача амăшĕ. Пысăк яваплăх ыйтакан кашни кунхи ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлаканскершĕн, пурпĕрех, çемье чи малти вырăнта.

— Эпĕ анчах мар, ыттисем те çапла шутласси паллă. Амăшĕсем пурте хăйсен кун-çулĕ тăршшĕпех çемьери тăнăçлăхшăн, ачисен çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшса хăйсен пĕтĕм чун-чĕрин ăшшине параççĕ,- тет вăл.

Малтанхи вăхăтран тытăнсах яваплă должноçсенче вăй хуракан, обществăлла ĕçсенче, тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсенче те хастарлăхĕпе палăракан (хальхи вăхăтра вăл хĕрарăмсен районти канашĕн членĕ тата район администрацийĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, спортăн тĕрлĕрен тĕсĕсене — йĕлтĕрпе чупма, шывра ишме, волейболла выляма кăмăллать)Татьяна Николаевна ĕç вăхăчĕ епле тăкăс пулнине пăхмасăр, ачисен кашни кунхи пурнăçне куçран вĕçертмест. Отпуск вăхăтне вара май пур таран вĕсемпе ирттерме тăрăшать. Ачисем те амăшне савăнтарма пĕлеççĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Дима вĕренỹ отличникĕ, шахмат вăййине кăмăллать. Арçын ачан музыкăри пултарулăхĕ те куçа курăнать, купăспа, гитарăпа ăста вылять. Ахальтен мар вăл Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» центрĕнче пулса курма тивĕçлĕ пулнă. Валерия — 7-мĕш класра вĕренет, вăл та «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Кĕçĕнни — Анна — 5-ре, «Шевле» ача садне çỹрекенскер, пиччĕшĕпе аппăшне курса çитĕнет, вĕсем пек пулма — шкулта лайăх вĕренме, ытти чухне те хастарлă пулма ĕмĕтленет. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре Татьянăна Владимир мăшăрĕ пулăшса, хавхалантарса пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code